Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалăх Канашӗн депутачӗсен шучӗпе пултаруллă çамрăксене республикăрах хăварма тăрăшмалла

Талантлă ачасемпе çамрăксене тупассипе, аталантарассипе патшалăхăн электронлă информаци ресурсне хута янă. 2015 çултанпа унта чи пӗлтерӗшлӗ конкурссемпе олимпиада çӗнтерӳçисем çинчен информаци пухăнса пырать. Базăра 25 пине яхăн талантлă та пултаруллă ача.

Республика ертӳçисен тӗллевӗ талантлă та пултаруллă ачасене хамăр патрах вӗрентсе кăларса Тутарстанрах хăварасси. Çавна май ятарласа «Стратегическое управление талантами» патшалăх программине йышăннă. Ун пурнăçланăвне тата вӗрентӳпе çыхăннă закон проекчӗсене сӳтсе яврӗç ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн ларăвӗнче. Унта ТР Вӗрентӳпе наука министерствин, Хусан патшалăх культура институчӗн тата ытти профильлӗ ведомствăсен представителӗсем хутшăнчӗç. Ӗçе комитет председателӗ Айрат Зарипов йӗркелесе пычӗ.

ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Рамиль Хайруллин палăртнă тăрăх талантлă ачасемпе çамрăксене тӗрев парассипе, аталантарссипе тӗрлӗрен конкурссемпе мероприятисем иртеççӗ. Наука енчен республикăри ертӳçӗ аслă шкулсем, «Иннополис», «Татнефть» тата ытти пысăк компанисем тӗрев панине каларӗ.

«Сириусăн» «Хăв проектна пуçла» конкурспа ачасем çулталăк тăршшӗпех ӗçлеççӗ. Наставниксен шутӗнче студентсемпе вуз преподавателӗсем. Проектсене ӗç рынокӗнче кирлӗ специальноçсемпе çыхăнтармалла.  Хатӗр проектсене вӗсем тăван шкул шайӗнчен пуçласа Раççейри, халăхсен хушшинчи конкурссемпе конференцисенче хӳтӗлеççӗ. Çак программа ӗçлеме пуçланăранпа унта Тутарстанран 2900 ытла ачапа çамрăк тата 720 ытла студент хутшăннă», – паллаштарчӗ министр çумӗ.

Талантлă ачасемпе çамрăксене тупассипе, аталантарассипе патшалăхăн электронлă информаци ресурсне хута янă. 2015 çултанпа унта чи пӗлтерӗшлӗ конкурссемпе олимпиада çӗнтерӳçисем çинчен информаци пухăнса пырать. Базăра 25 пине яхăн талантлă та пултаруллă ача. Çавсенчен 6,5 пинӗ пулăшу илсе тăрать.  «Стратегическое управление талантами» патшалăх программипе 7-рен пуçласа 35 çула çитиччен 30 пин ытла çынна шута илнӗ. Ку ӗнтӗ республикăн ăс-хакăл резервӗ темелле.

Министр çумӗн сăмахӗпе, вӗсен шутӗнче ытларах хула ачисем. Муниципаллă район ертӳçисен талантлă ачасемпе ӗçлессине пысăкрах тимлӗх уйăрмаллине асăрхаттарчӗ.

Каласа хăварас пулать, Тутарстанра пултаруллă ачасемпе тата   çамрăксемпе ӗçлессипе йышăннă патшалӑх программин мероприятийӗсене пурнӑçа кӗртес енӗпе Талантсен уçă университечӗ ӗçлет.

«Пӗтӗмлетсе каласан, 2020 çултанпа республикӑра 113 пин ытла вӗренекене асăннă программăсене явăçтарнă», - терӗ Рамиль Хайруллин. Ун сăмахӗпе, асăннă программăсен уссси пысăк. Тутарстанри аслă шкулсенчен вӗренсе тухнисенчен 70 проценчӗ республикăрах ӗçлеме юлать.  

 Планпа парламентарисем шкулчченхи, шкул тата хушма пӗлӳ илме май паракан патшалăх гарантийӗсене пурнӑçлама финанс тивӗçтерӗвӗн нормативӗсемпе çыхăннă закон проекчӗсене пӑхса тухрӗç. Наукӑпа наука ӗç-хӗлӗ, культура тата физкультурӑпа спорт çинчен калакан республика законӗсене те улшӑнусем кӗртме пăхса хунă. Комитет çав улшăнусене сӳтсе явса вӗсене малалла Патшалăх Канашӗнче пӗрремӗш вулавра пăхса тухма яма сасăларӗ.

Шкулсенче тӗрлӗ предметсемпе вӗрентекенсем çитменнине те сӳтсе яврӗç ларура. Паяна 2000 ытла тӗрлӗ учитель çитмест шкулсене. Депутатсен шучӗпе проблемăна татса парас тесен тӗллевлӗ вӗрентӗвӗн йӗркисене хытармалла, вăтам ӗç укçине ӳстересси пирки шутламалла.

КПРФ фракцийӗн депутачӗ Фадбир Сафин пултаруллӑ çамрӑксене пурӑнмалли çурт-йӗрпе, карьера ӳсӗмӗ тума финанс гарантийӗэсемпе тивӗçтерме, республикӑна каялла таврӑнма патшалӑхӑн ятарлӑ программине йӗркелеме сӗнчӗ.

Айрат Зарипов кашни ачапа уйрӑммӑн ӗçлемеллине палӑртрӗ. «Кашни пултаруллӑ ачана вӗренме, стажировка тухма тата професси енӗпе ӳсме условисем туса парасси тӗп тимлӗхре пулмалла. Çак ыйтӑва тимлӗрех тишкермелле. Кирлӗ пулсан хушма пулăшу  мерисем йышăнассине Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗсенче пӑхса тухма сӗнетӗп», – терӗ комитет председателӗ. – Республикăн малашлăхӗ шӑпах пултаруллӑ ачасемпе çамрӑксенче», – пӗтӗмлетрӗ депутат.

Сăнӳкерчӗк: ТР Патшалăх Канашӗн пресс-службин. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет