Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

2026 çулхи уяв кунӗсем паллă

Раççей Федерацийӗн Правительстви 2026 çулхи канмалли тата уяв кунӗсене çирӗплетнӗ.

Çакăн пирки Правительствăн пресс-служби пӗлтерет.

Раççейре пурăнакансем хăш кунсенче канаççӗ-ха çитес çул? Паллаштаратпăр:

× 2025 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа 2026 çулхи январӗн 11-мӗшӗччен;

× февралӗн 21-мӗшӗнчен 23-мӗшӗччен;

× мартăн 7 – 9-мӗшӗсем;

× майăн 1 – 3-мӗшӗсем;

× майăн 9 – 11-мӗшӗсем;

× июнӗн 12 – 14-мӗшӗсем;

× ноябрӗн 4-мӗшӗ;

× декабрӗн 31-мӗшӗ.

Пресс-служба ăнлантарнинче январӗн 3 тата 4-мӗшӗсем шăматкунпа вырсарникуна лекнипе вӗсене декабрӗн 31-мӗшне (кӗçнерникун) тата январӗн 9-мӗшне (эрнекун) куçарнă.

Производство календарӗпе килӗшӳллӗн, декабрӗн 31-мӗшӗ 2025 çулта та, 2026 çулта та канмалли кун пулать.

2024 çулта РФ ӗç министрӗ Антон Котяков декабрӗн 31-мӗшне официаллă майпа канмалли кун тума кирлӗ маррине, вăл пурпӗрех ытти канмаллисене çак куна куçарнăран ӗçлемелли пулманни пирки каланăччӗ.

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев