News by date 21 March 2022
-
Хусан спекулянчӗ сахăра хакне ӳстерсе сутнăшăн çакланнă
Правона сыхлакансем ăна çăмăллăнах ярса тытнă, лешӗ сахăр песукне михӗпе сутасси çинчен калакан пӗлтерӗве социаллă сетьсенчен пӗринче уççăн вырнаçтарнă пулнă
-
Тутарстан Узбекистанпа Турцирен пир-авăр продукцине туянӗ
Тӗрлӗрен тум тата шкул форми çӗлеттермелли пир-авăрăн пысăк партийӗсене Вăтам Ази çӗршывӗсенчен тата Турцирен туянмалли производство сыпăкӗсене йӗркелет
-
Икӗ çул хушшинче Тутарстан вăрманçисен ӗç укçи 50 процента ӳснӗ
Хальхи вăхăтра вăтам ӗç укçи 32 пин тенке яхăн. Çакăн çинчен ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗ Равиль Кузюров пӗлтернӗ.
-
Тутарстанра апат-çимӗç сутасси 2,5 хут ӳснӗ
Тутарстанра ял-хуçалăх ярмаркисем ӗçлеме пуçларӗç
-
Вӗренӳ çулӗ вӗçлениччен Тутарстанри шкулсенче ачасен апачӗ хаклăланмасть
Апат-çимӗç продукчӗсем Апатлану департаментӗн склачӗсенче кирлӗ чухлӗ пурте пур. Поставщиксенчен 90 проценчӗ хамăр çӗршыври производительсем, вӗсенчен 60 проценчӗ пирӗн республикăрисем.
-
Тутарстанăн тӗш-тырă вăрлăхӗсем 115 процент таран пур
Кăçал Тутарстан ака лаптăкӗсене иртнӗ çулти пекех хăварать, çакă 2,72 млн гектарпа танлашать. Çапах выльăх апачӗ валли уйăрнă лаптăксем çителӗксӗр, çавăнпа та запас пултăр тесе вӗсене ӳстерме шутланă. Çакăн çинчен тата вăрлăхпа удобрени çителӗклӗхӗ, техника акана хатӗрри çинчен Правительство Çуртӗнчи канашлура ТР ял хуçалăх министрӗ Марат Зяббаров каласа панă.