Вӗренӳ çулӗ вӗçлениччен Тутарстанри шкулсенче ачасен апачӗ хаклăланмасть
Апат-çимӗç продукчӗсем Апатлану департаментӗн склачӗсенче кирлӗ чухлӗ пурте пур. Поставщиксенчен 90 проценчӗ хамăр çӗршыври производительсем, вӗсенчен 60 проценчӗ пирӗн республикăрисем.
Склад тата холодильник пӳлӗмӗсен пурӗ 4 пин тваткал метр лаптăклă системи 1 пин тонна продовольстви продукчӗсене упрама май парать. Вӗсенчен 180 тонна улма-çырла, 290 тонна кӗрпе-макарон, 480 тонна аш-какай тата пулă, çавăн пекех 170 тонна бакалея.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев