Хальхи вăхăтра вăтам ӗç укçи 32 пин тенке яхăн. Çакăн çинчен ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗ Равиль Кузюров пӗлтернӗ.
Вăл палăртнă тăрăх, Тутарстан бюджетӗнчен çамрăк специалистсене пӗр вăхăтлăх укçа тӳлевӗ парăнать. Ăна хăш-пӗр условине пăхăнсан 30 çул тултарман аслă пӗлӳллӗ çамрăк ӗçлекенсем илееççӗ. Пӗр хутчен парăнакан тӳлев 300 пин тенке çитме пултарать. Министерствора çак мерăсем хыççăн кадрсем ӗçрен тухма чарăнасса шанаççӗ. Хальхи вăхăтра вăрман хуçалăхӗсенче пӗр-икӗ ваканси яланах пур, çапах та кадрсен ыйтăвӗ малтанхи пекех çивӗч тăмасть.
Нет комментариев