Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн тӗш-тырă вăрлăхӗсем 115 процент таран пур

Кăçал Тутарстан ака лаптăкӗсене иртнӗ çулти пекех хăварать, çакă 2,72 млн гектарпа танлашать. Çапах выльăх апачӗ валли уйăрнă лаптăксем çителӗксӗр, çавăнпа та запас пултăр тесе вӗсене ӳстерме шутланă. Çакăн çинчен тата вăрлăхпа удобрени çителӗклӗхӗ, техника акана хатӗрри çинчен Правительство Çуртӗнчи канашлура ТР ял хуçалăх министрӗ Марат Зяббаров каласа панă.

Министр сăмахӗсемпе, кăçал пӗр выльăх пуçне хӗрӗх центнер ытла корм единици хатӗрлемелле, çакă çулталăк çурăллăх запас тума май парать.

«Паянхи куна Тутарстан 115 процента тӗш-тырă тата пӗрчӗллӗ культурăсен вăрлăхӗсемпе тивӗçтерӗннӗ. Çав вăхăтрах яланхилле туянакан вăрлăхсемпе сиксе тухнă йывăрлăх татса парăнать, чӗкӗнтӗр, хӗвелçаврăнăш, кукуруза вăрлăхӗсене туянассипе çирӗплетнӗ контрактсене ку уйăх вӗçне туллин пурнăçламалла», – тенӗ Марат Зяббаров.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев