News by date 21 November 2018
-
Нурлатра чăваш хӗрарăмӗ çухалнă
Нурлат районӗнчи Хуралту ялӗнчи 64-ри Ольга Моисеева вырсарникун ирхине 8 сехет тӗлӗнче тăванӗсем патне Нурлата тухса кайнă, анчах та палăртнă çӗре çитеймен, килне те таврăнман.
-
Хусан Ылтăн Уртан 750 çулне паллă тума хатӗрленет
Ылтăн Урта йӗркеленнӗренпе 750 çул çитнине Хусан 2019 çулта паллă тума хатӗрленет. Конференцие Казахстан, Азербайджан, Кыргызстан, Швеци, Норвегипе Итали историкӗсемпе культурологӗсене чӗннӗ.
-
СЛОВАРЬСЕН АВТОРНЕ М.СКВОРЦОВА ПАЛĂК ЛАРТАСШĂН
Чӗлхеçӗсем 30 яхăн словарь авторӗн Михаил Иванович Скворцовăн вилтăпри çине пӗрлехи вăйпа палăк лартма хатӗрленеççӗ.
-
Аэропортсем кам ячӗпе хисепленесси пиртен килет
Раççей çыннисем ноябрӗн 30-мӗшӗччен ВеликиеИмена.рф, «ВКонтакте» е «Одноклассники» сайтсенче е 8-800-707-93-17 «хӗрӳ лини» çине шăнкăравласа «пӗр сасă – пӗр аэропорт – пӗр ят» принциппа сасăлама пултараççӗ. Çаплах чугун çул вокзалӗсенче, аэропортсенчи волонтерсен посчӗсенче тата самолетсем çинче сасăлама та май пур.
-
ТУТАРСТАН АРХИВ СЛУЖБИНЕ 100 ÇУЛ
Паян, ноябрӗн 21-мӗшӗнче, Тутарстанăн архив службине 100 çул çитет. Пысăкăшӗпе вăл Раççейре 4-мӗш вырăнта тăрать. Паянхи кун тӗлне республикăн 25929 фондӗнче пурӗ 7,4 миллион документ упранать.