News by date 21 December 2018
-
ЛАЙĂХ КӲРШӖ ТĂВАНРАН АВАН
Декабрӗн 20-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнчи Николай Чудотворец ячӗллӗ чиркӗвӗн алтарӗн куполне улăштарчӗç.
-
ПИРӖННИСЕМ ЭКЗАМЕН ПАМАÇÇӖ УРĂХ
Тутарстанра учительсем ӳлӗмрен пӗрлехи патшалăх экзаменӗ (ППЭ) тытмаççӗ. Тӗрӗслев вара пурпӗр кӗтет.
-
ВЕТЕРИНАРСЕМ ВӖСЕМ ЧĂТĂМЛĂ ÇЫНСЕМ
Аксу районӗнчи Саврăш тăрăхӗнче пурăнакансем килти выльăх аптрасан кулянмаççӗ, вырăнти ветврач В.Храмов никама та пулăшусăр хăвармасть. Нумай пулмасть Ветеринари управленийӗ уйăрса панă автомашинăна шăпах ăна пама йышăннă.
-
АНАТ КАМĂНА ÇӖНӖ ÇУЛ ХĂВĂРТРАХ ÇИТЕТ
Анат Камăра çулталăкри чи хаваслă уява кунта Çӗнӗ çул трамвайӗ çывхартать. Паянтан хула тăрăх савăнăçлă трамвай çӳреме пуçланă.
-
«АТАЛАН МУЧИ» ХĂШ ШКУЛА КАЯТЬ?
Маларах шантарнă пекех, çӗнтерӳçӗ патне «Аталан» Хӗл Мучийӗ «Аталан» пикисемпе пӗрле парне пама шкула хăй килет. Хăш районалла çулӗ выртать-ши унăн?