ЛАЙĂХ КӲРШӖ ТĂВАНРАН АВАН
Декабрӗн 20-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнчи Николай Чудотворец ячӗллӗ чиркӗвӗн алтарӗн куполне улăштарчӗç.
Çӗпрел районӗпе Чăваш Енри Патăрьел районӗнчи чиркӳсен туслă çыхăнăвӗ çулран çул çирӗпленет. Туçа ялӗнчи чиркӳ прихутне пулăшакан маçтăрсем Çӗпрел районӗнчи чăваш чиркӗвӗсене куполсем ăсталаса параççӗ. Декабрӗн 20-мӗшӗнче те акă Алешкинсаплăксене сăваплă ӗçре пулăшрӗç вӗсем. Кунти Николай Чудотворец чиркӗвӗн алтарӗ валли те купола вӗсем тунă. «Виктор Марков, Владимир Марков, Евгений Иванцов, Петр Артемьев пулăшнипе алтарь çинчи купол çӗнелчӗ», – тесе пӗлтерчӗ Саплăкри çӗнӗлӗхсем пирки Хурăнвар Шăхалӗнчи чиркӳ настоятелӗ Владимир протоиерей. Ун сăмахӗсем тăрăх, Саплăк чиркӗвӗнче ӗç вӗçленмен-ха, ытти куполсене çитес çул улăштарма хатӗрленеççӗ. (В. Марков сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев