ПИРӖННИСЕМ ЭКЗАМЕН ПАМАÇÇӖ УРĂХ
Тутарстанра учительсем ӳлӗмрен пӗрлехи патшалăх экзаменӗ (ППЭ) тытмаççӗ. Тӗрӗслев вара пурпӗр кӗтет.
Юлашки çулсенче шăв-шав самай çӗкленӗ «Учительсен пӗрлехи патшалăх экзаменӗ (ППЭ)» малашне пулмасть, çапла пӗлтернӗ ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пӗрремӗш çумӗ Ильсур Хамидуллин. Ку вăл вӗрентекенсен пӗлӗвне тӗрӗслеме пăрахаççӗ тенине пӗлтермест. Чиновник сăмахӗсем тăрăх, ППЭне республикăра урăх тӗрӗслевпе улăштараççӗ çеç. Калăпăр, çулсерен ăсталăха ӳстерме килекен педагогсен тест ирттерӗç. Ун тăрăх педагогăн вăйлă тата вăйсăр енӗсене палăртӗç те. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев