«АТАЛАН МУЧИ» ХĂШ ШКУЛА КАЯТЬ?
Тӗп хыпар

«АТАЛАН МУЧИ» ХĂШ ШКУЛА КАЯТЬ?

Маларах шантарнă пекех, çӗнтерӳçӗ патне «Аталан» Хӗл Мучийӗ «Аталан» пикисемпе пӗрле парне пама шкула хăй килет. Хăш районалла çулӗ выртать-ши унăн?

Хусанти чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗ республикăри чăваш ачисен хушшинче ирттернӗ «Аталан Мучи» пултарулăх конкурсне комисси декабрӗн 20-мӗшӗнче пӗтӗмлетрӗ. Ачасем темиçе номинацире тупăшрӗç. Конкурс условийӗсемпе, конкурсантсем хăйсен ӗçӗсене видео ӳкерсе ямаллаччӗ.  Ачасем конкурса хастар хутшăннине, ӗçӗсем савăнтарнине пӗлтереççӗ йӗркелӳçӗсем.  Çапла вара  жюри пӗр шухăшлă пулса I – Алешкин Саплăк ачисен «Нарспи» мюзиклӗ («Аталан» – манăн шкулта номинаци),  II –  Хурăнвар Шăхаль шкулӗн «Хӗрсем юмăç яни» йăли (Чăваш халапӗсем,  йăли-йӗркисем асра номинаци), III – Савгачево шкулӗн «Тилӗ тус» юмахӗ (Чăваш халапӗсем,  йăли-йӗркисем асра номинаци) пулнине палăртрӗ. Саламлатпăр!

Маларах шантарнă пекех, çӗнтерӳçӗ патне «Аталан» Хӗл Мучийӗ «Аталан» пикисемпе пӗрле парне пама шкула хăй килет. (А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

 


Чуваши Татарстана

Нет комментариев