News by date 22 February 2026
-
Çӗпрел ветеранӗсем пӗр-пӗринпе çыхăнăва татмаççӗ
Афганистан тата ятарлă çар операцийӗсен ветеранӗсен Тутарстанри организацийӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Виктор Петухов Афган вăрçин ветеранӗ, Кивӗ Чăнлă ялӗнче пурăнакан Ильдус Мубаракшинович Замдиханов патӗнче пулчӗ.
-
Хусан ученăйӗсем ватăлассине чаракан мелсем шыраççӗ
Çапах та ватăласран асамлă эмел шутласа кăларман-ха хальлӗхе. Нумай пурăнас тесен сывă пурнăç йӗркине тытса пымалла, тӗрӗс апатланмалла, куллен хусканура пулмалла. тата диспансеризаци иртмелле.
-
Тутарстанра 6948 çерçи пурăнать
Тутарстанра акцие пӗтӗмпе 401 çын хутшăннă. Вӗсем çерçисене тупса сăн ӳкернӗ кăна мар, ăçта курнин вырăнне GPS урлă палăртса проектăн сайтне ярса панă.
-
Рязань çыннин Тутарстан хӗрарăмӗнчен улталаса илнӗ 650 пин тенке яхăн укçана тавăрса памалла
Рязань хулинчи район сучӗ ТР Тукай районӗн прокуратурин тавăçне (иск) тивӗçтерсе вырăнти çынна Тутарстан хӗрарăмӗнчен улталаса илнӗ 650 пин тенке яхăн укçине тавăрса пама приговор йышăннă.