Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел ветеранӗсем пӗр-пӗринпе çыхăнăва татмаççӗ

Афганистан тата ятарлă çар операцийӗсен ветеранӗсен Тутарстанри организацийӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Виктор Петухов Афган вăрçин ветеранӗ, Кивӗ Чăнлă ялӗнче пурăнакан Ильдус Мубаракшинович Замдиханов патӗнче пулчӗ.

Салтак пулнă çыншăн çарти туслăх, çитменнине пуля-снаряд айӗнче туптаннă пулсан, ӗмӗрлӗхе. Çӗпрел районӗнчи çар ветеранӗсем обществăлла пурнăçа хастар хутшăнаççӗ кăна мар, ветеран-юлташӗсене яланах тӗрев параççӗ. Пуç хунисен ашшӗ-амăшӗсене, пурнăç условийӗсем йывăр ветеран-юлташӗсене пулăшу парас тӗллевпе «Пирӗн аннесем патне шаккăр» ыркăмăллăх акцине (кун пекки республикăра урăх ниçта та çук-ха) йăлана кӗртнӗ вӗсем.  

Совет çарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 37 çул çитнине халалласа район центрӗнче иртнӗ мероприятие те акă Афган вăрçин ветеранӗ, Кивӗ Чăнлă ялӗнче пурăнакан Ильдус Мубаракшинович Замдиханов ури ыратнипе çитейменнине кура Афганистан тата ятарлă çар операцийӗсен ветеранӗсен Тутарстанри организацийӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Виктор Петухов Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ умӗн ун патне килне кайса саламланă. Район аталанăвне хăйӗнчен пысăк пай кӗртекен тата ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвӗпе нумай пулăшакан ветерана район администраци пуçлăхӗн ятӗнчен «Çӗпрел районне 95 çул» медале тата 104 десанпа штурм дивизийӗн командирӗн Тав çырăвне чысланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество