Тутарстанра 6948 çерçи пурăнать
Тутарстанра акцие пӗтӗмпе 401 çын хутшăннă. Вӗсем çерçисене тупса сăн ӳкернӗ кăна мар, ăçта курнин вырăнне GPS урлă палăртса проектăн сайтне ярса панă.
Февралӗн 7 – 15-мӗшӗсенче иртнӗ Пӗтӗм Раççейри çерçи çыравӗ вӗçленчӗ. Тӗллевӗ – çӗршывра пӗтӗмпе мӗн чухлӗ кил тата хир çерçийӗ пурăннине, çулталăкăн пӗр вăхăтӗнче ку е вăл вырăнта мӗн чухлӗ çерçи пулнине шута илессиччӗ.
Тутарстанра акцие пӗтӗмпе 401 çын хутшăннă. Вӗсем çерçисене тупса сăн ӳкернӗ кăна мар, GPS урлă вӗсен вырăнне палăртса проектăн сайтне ярса панă, тесе пӗлтерет ТР Биоресурссен комиетчӗн пресс-служби. Чи хастаррисем Пӗкӗлме, Пăва, Теччӗ, Мензеле районӗн, Заинск, Ешӗлвар, Елабуга, Хусан, Çырчалли, Анат Кама хулисен çыннисем пулнă. Пӗтӗмпе вӗсем республикăра пурӗ 6948 çерçи пурăннине шутланă. Раççейӗн 87 регионӗнче вара пӗтӗмпе 322 426 çерçие шута илнӗ.
Вӗçен кайăксен популяцине сыхласа хăварас ӗç Раççейре «Экологи ăнăçлăхӗ» наци проекчӗпе пурнăçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев