Рязань хулинчи район сучӗ ТР Тукай районӗн прокуратурин тавăçне (иск) тивӗçтерсе вырăнти çынна Тутарстан хӗрарăмӗнчен улталаса илнӗ 650 пин тенке яхăн укçине тавăрса пама приговор йышăннă.
2025 çулхи апрель уйăхӗнче хӗрарăма тупăшлă инвестиципе илӗртсе 648 пин тенкине улталаса илнӗ, паллă ӗнтӗ, шут çинчен укçа хăвăрт çухалнă. Рязань çынни каланă тăрăх, хăйӗн банк карттине вăхăтлăха усă курмашкăн пӗлӗшне панă пулнă имӗш, шăп вăл укçана вăрланă та. Анчах суд, ют çыннăн пысăк сумма укçипе усă курма унăн нимӗнле те ирӗк пулманнине палăртса тата ют укçана хăй ирӗкӗпе хуçине вăхăтра тавăрса паманшăн шар курнă хӗрарăма 648 000 тенкине тавăрса памалла тата 10 000 тенкӗ патшалăх пошлини тӳлеттермелле тунă, тесе пӗлтерет tatarstan24.tv сайт.
Нет комментариев