News by date 22 June 2017
-
Болельщик вăл 4-ра та болельщик
Тутарстанри Республика ача-пăча клиника больницин 9 пациенчӗ (чи кӗçӗнни тăваттăра) Конфедерацисен Кубокӗнче Раççей сборнăйӗ Мексикăпа мӗнле вылянине «Казань-Арена» стадиона курма каять. ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем амăшӗсемпе, асламăшӗсемпе, пиччӗшӗ-аппăшӗсемпе пӗрле июнӗн 23-мӗшӗнче Болельщик паспортне илеççӗ.
-
Аракчинора стройка пуҫланать
Республика территорийӗнче регистрациленнӗ банксенчен е ытти финанс организацийӗсенчен тата шанчăксăр застройщиксенчен шар курнисене пулăшас тӗллевпе ТР Президенчӗн Р. Миннихановăн указӗпе кăçал май уйăхӗн 29-мӗшӗнче Республикăн пулăшу фондне йӗркеленӗ. Шар курнисене тавăрса памашкăн укçа ӗçлесе илме фонда Хусанти Аракчинори 759,2 гектар çӗр лаптăкне панă. ТР Правительствин йышăнăвӗпе, Аракчинори çӗр лаптăкне инфраструктурăпа...
-
Ресторан-кафере те халь футбол
Хулари кафесемпе ресторансем те Конфедерацисен Кубокӗн хăнисене пур енчен те юрас тесе тăрăшаççӗ. Çапла хăшӗ-пӗри менюна футбол темиллӗ апат ячӗсене, паллă футболистсен юратнă апачӗсене тата тутар апат-çимӗçне кӗртнӗ. Декораци енӗпе те тăрăшнă рестораторсем - заведенисене футбол символикисемпе илемлетнӗ. Кунсăр пуçне нумайăшӗнче болельщиксем сӗтел хушшинчен тухмасăрах матчсен тӳрӗ трансляцине курма пултараççӗ.
-
Вич-статусна тӗрӗслеттер!
Июнӗн 17-мӗшӗнче Хусанти «Родина» культурăпа кану центрӗнче (Баумана урамӗ, 44/8-мӗш çурт) «Тест для победы. Test to Win» информаци центрӗ уçăлчӗ. Кампани тӗллевӗ - Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче вырăнти халăхпа хула хăнисем хушшинче ВИЧ енӗпе профилактика ирттересси, тестпа çыхăннă ыйтусемпе информаци парасси. Центр июнӗн 28-мӗшӗччен ӗçлӗ. Кунта кирек кам таВИЧ енӗпе экспресс-тест...
-
Учук – июнӗн 24-мӗшӗнче
Тӗлӗнмелле пуян культурăллă халăх эпир чăвашсем. Тутарстансем ку енчен тата та пуянрах. Авалхи несӗлсен Уяв, Учук, Хăят тата ытти йăлисене çӗнӗрен чӗртме пултартăмăр. Вӗсенче йăла пӗлтерӗшӗ пысăках мар пулсан та, пирӗн культура, истори. Кама леш енчи тӗне кӗмен чăвашсен «Учук» фестивалӗ хăй пӗр тӗлӗнтермӗш. Вăл июнӗн 24-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклă...
-
76 çул каялла
Июнӗн 22-мӗшӗ Асăнупа хурлану кунӗ - Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кун (1941). Раççейре ăна 1996 çултанпа паллă тăваççӗ. Çак кун патшалăх ялавӗсене антараççӗ, культура учрежденийӗсем, радио тата телеканалсем программăна савăнăçлă кану кăларăмӗсене кӗртмеççӗ. Историрен: 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче ирхине 4 сехетре нимӗç фашисчӗсем Совет Союзӗ çине тапăннă. Германи авиацийӗ...
-
Каллех аслатиллӗ çумăр
ТР гидрометцентрӗ паян та республикăра çумăрлă çанталăк пулассине пӗлтерет. Вырăн-вырăнпа аслати авăтать, пăр та çăвать. Çил кăнтăр-хӗвеланăçран вӗрет. Çӗрле +9.. +14, кăнтăрла +18..+23 градус. Астрологи прогнозӗ: Ӗçлӗ тӗлпулусем, канашлусем йӗркелеме ăнăçлă кун.