Учук – июнӗн 24-мӗшӗнче
Тӗлӗнмелле пуян культурăллă халăх эпир чăвашсем. Тутарстансем ку енчен тата та пуянрах. Авалхи несӗлсен Уяв, Учук, Хăят тата ытти йăлисене çӗнӗрен чӗртме пултартăмăр. Вӗсенче йăла пӗлтерӗшӗ пысăках мар пулсан та, пирӗн культура, истори. Кама леш енчи тӗне кӗмен чăвашсен «Учук» фестивалӗ хăй пӗр тӗлӗнтермӗш. Вăл июнӗн 24-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклă...
Тӗлӗнмелле пуян культурăллă халăх эпир чăвашсем. Тутарстансем ку енчен тата та пуянрах. Авалхи несӗлсен Уяв, Учук, Хăят тата ытти йăлисене çӗнӗрен чӗртме пултартăмăр. Вӗсенче йăла пӗлтерӗшӗ пысăках мар пулсан та, пирӗн культура, истори.
Кама леш енчи тӗне кӗмен чăвашсен «Учук» фестивалӗ хăй пӗр тӗлӗнтермӗш. Вăл июнӗн 24-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнче иртет. Учукăн тӗп йăлине ентешсем ирхине 6 сехетрех пуçлаççӗ. Урăхла каласан, выльăх пусса чӳк тăваççӗ. Учук пăттине пӗçерме пуçлаççӗ. 11-мӗш хут иртекен уçă фестивалӗн те программи анлă: «Патраклă ялӗн историйӗ» театрализациленӗ представлени, çулталăк çаврăнăшӗнчен килекен йăласене кăтартни, Учук пăттине çиесси, чăваш эстрада артисчӗсен концерчӗ. Кăмăл пуррисене пурне те килсе курма чӗнетпӗр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев