Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

76 çул каялла

Июнӗн 22-мӗшӗ Асăнупа хурлану кунӗ - Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кун (1941). Раççейре ăна 1996 çултанпа паллă тăваççӗ. Çак кун патшалăх ялавӗсене антараççӗ, культура учрежденийӗсем, радио тата телеканалсем программăна савăнăçлă кану кăларăмӗсене кӗртмеççӗ. Историрен: 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче ирхине 4 сехетре нимӗç фашисчӗсем Совет Союзӗ çине тапăннă. Германи авиацийӗ...

 

Июнӗн 22-мӗшӗ Асăнупа хурлану кунӗ - Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кун (1941).

Раççейре ăна 1996 çултанпа паллă тăваççӗ. Çак кун патшалăх ялавӗсене антараççӗ, культура учрежденийӗсем, радио тата телеканалсем программăна савăнăçлă кану кăларăмӗсене кӗртмеççӗ.

Историрен: 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче ирхине 4 сехетре нимӗç фашисчӗсем Совет Союзӗ çине тапăннă. Германи авиацийӗ Киев, Минск, Рига, Севастополь, чикӗ хӗрринчи ытти хуласене бомбăсем пăрахнă.

1418 куна тăсăлнă вăрçă пӗтӗмпе 27 миллион çын (вӗсенчен 18 миллионӗ ахаль çынсем, 8,7 миллионӗ салтаксемпе офицерсем) пурнăçне татнă. Концлагерьсенче 4 миллион совет гражданне, тыткăна лекнӗ 4,5 çар çыннинчен 2 миллионне асаплантарса вӗлернӗ.

Эпир манмастпăр: 1994 çултанпа Мускавра çулсерен июнӗн 21-мӗшӗнче çӗрӗпе ирччен çамрăксен огранизацийӗсен хастарӗсем, вăрçă ветеранӗсем, Мускав правительствин представителӗсем «Асăну вахтинче» тăраççӗ. Ирхине 4сехетре Александр садӗнчи Паллă мар салтак палăкӗ умӗнче пӗр минут шăп тăрса асăнаççӗ, чечексем хураççӗ.

Çаплах «Асăну поезчӗ» акци те çулсерен иртет. Çамрăксен организацийӗсен представителӗсем ветерансемпе пӗрле июнӗн 20-мӗшӗнче Белорусси вокзалӗнчен поездпа «Мускав-Минск-Брест» маршрутпа çула тухаççӗ. Июнӗн 22-мӗшӗнче Бреста çитсе асăну мероприятийӗсене хутшăнаççӗ.

Кăçал июнӗн 17-мӗшӗнче демилитаризациленӗ бронеколонна та «Хăюлăх çулне» тухнă. 15 единица техника акцие хутшăнса Мускав, Одинцово, Голицино, Можайск, Вязьма, Смоленск, Орша, Минск, Брест, Берез урлă (пӗтӗмпе 2,3 пин километр) иртсе каялла Мускава таврăнать. Çапла майпа колонна 1941 çулхине пирӗн çарсем оборона тытнă маршрута иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев