News by date 22 December 2017
-
Ӗçре сусăрланнисене машина пачӗç
Кун пек парнешӗн те савăнмалла, те йӗмелле ӗнтӗ. Сывлăха каялла тавăрма май пулнă пулсан инвалидсен машинине никам та ыйтмӗччӗ. Çапах та пурнăç чăнлăхӗнчен пăрăнма çук. Производство вăл сывлăхшăн, хăш чухне пурнăçшăн та, хăрушлăх кăларса тăратакан отрасль. Паян Хусанта Социаллă страховани фончӗн регионти уйрăмӗ производствăра аманса сусăрланнă 23 çынна вӗр-çӗнӗ Lada...
-
Залесный чăвашӗ мечӗте сурăх пусма çӳрет
( Константин Малышев.Автор сăнӳкерчӗкӗ). Раççейре арçынсем вăрах пурăнма тытăнни нумай та мар-ха. Ельцин вăхăтӗнче кăна ар пурнăçӗн вăтам çулӗ 58-па танлашатчӗ, пайтахăшӗ пенсие те тухаймастчӗ. 2015 çулта вара арçынсем вăтамран илсен 71 çултан иртме тытăнчӗç. Специалистсем çакна медицина тивӗçтерӗвӗ лайăхланнипе, апат-çимӗç ассортименчӗ пуянланнипе, пӗтӗмӗшле илсен - пурнăç аванланнипе çыхăнтараççӗ. Хăшне-пӗрне...
-
Тӗлӗк мар ку – чăн, шкул ачи Президент пулăшуçи
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Хусанти 19-мӗш номерлӗ гимназире вӗренекен Амиль Нуруллиншăн паян Хӗл Мучи вырăнӗнче. Ачана калама çук пысăк парне тунă вăл - пӗр кун хăйӗнпе пӗрле ӗçлеме чӗнсе илнӗ. Амиль маларах республика ертӳçине хула хутлăхне тата тутар чӗлхине вӗрентессине мӗнле аталантармалли çинчен çыру çырса янă пулнă иккен. Президент вара...
-
И.Я.Яковлевăн юбилейне халалланă конкурс пуçланать
Чăваш наци конгресĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Ман халăх - ман Тăван çĕршыв» регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсне ирттереççĕ. Конкурса Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн регионӗсенчи шкулсенче 4-11-мĕш классенче вĕренекенсене,...
-
Эпир пӗрле, эпир пултаратпăр!
Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗн шкулӗнче ӗнер Атăл ку енчи районсенчи чăваш ачисен хушшинче иртнӗ «Аталан» вӗрентӳ форумне ытларах Теччӗ тата Апас районӗсен ачисем хутшăнчӗç пулин те, вăл питӗ тухăçлă иртрӗ. Хусанти çамрăк кураторсем пулăшнипе ачасем тӗрлӗрен пултарулăх секцийӗсенче ăс-хакăлне туптаса пӗлӗвне пуянлатрӗç. Ушкăнсем секцисенче ӗçленӗ вăхăтра педагогсем «çавра сӗтел» ирттерчӗç....