Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

И.Я.Яковлевăн юбилейне халалланă конкурс пуçланать

Чăваш наци конгресĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Ман халăх - ман Тăван çĕршыв» регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсне ирттереççĕ. Конкурса Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн регионӗсенчи шкулсенче 4-11-мĕш классенче вĕренекенсене,...

Чăваш наци конгресĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Ман халăх - ман Тăван çĕршыв» регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсне ирттереççĕ.

Конкурса Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн регионӗсенчи шкулсенче 4-11-мĕш классенче вĕренекенсене, колледжсемпе аслă шкулсен студенчĕсене хутшăнма чĕнеççĕ. Регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсĕ 2018 çулхи январь уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа апрелӗн 10-мĕшĕччен пырать.

Конкурс тăватă номинаципе иртет:

чи лайăх сăвă,

чи лайăх калав, очерк, тĕрленчĕк,

чи лайăх пьеса,

алăпа тунă чи лайăх япала (çыхса, тирсе, касса, тĕрлесе, эрешлесе, капăрлатса, çунтарса-ĕнтсе тата ытти мелпе тунă ал ăсталăх япалисем).

Конкурс комиссийĕ литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă ал çыру хайлавĕсене тата алăпа тунă япаласене йышăнать. Прозăпа пьеса хайлавĕсен калăпăшĕ 10-15 страницăран ытла мар, сăвăсен хисепĕ 3-рен кая мар пулмалла. Алăпа тунă япаласене конкурса темиçе тăратма та юрать. Ал çырусене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Times New Roman шрифтпа, 12 №-лĕ пысăкăшĕпе, 1,5 йĕрке хушшипе, пур енчен те хĕррисене (поля) 2 см хăварса пичетлемелле.

Çамрăк авторсен ал çыру хайлавĕсенче, алăпа тунă япаласенче конкурсăн номинаци ятне, хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта (колледжра е аслă шкулта), миçемĕш класра (ушкăнра) вĕреннине, район (хула), республика (область) ятне чăвашла, вырăсла тата пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекен вĕрентекенĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, телефон номерне çырмалла. Конкурс ĕçĕсене 2018 çулхи апрель уйăхĕн 10-мĕшĕччен «Ача-пăча конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: congress21@maill.ru е 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10-мӗш çурт, Чăваш наци конгресĕ. Телефон: 62-82-05

«Ман халăх - ман Тăван çĕршыв» конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене дипломсемпе парнесем парса чыслаççĕ. Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат параççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене Тав хучĕпе чыслаççĕ.

Чыслава хăçан тата ăçта ирттерессине уйрăм пĕлтереççĕ. Чи лайăх хайлавсене «Тантăш» хаçатра, «Самант» тата «Тăван Атăл» журналсенче пичетлеççĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ, конкурс йĕркелекен комитет пайташĕ.Сăнӳкерчӗк ( gov.cap.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев