Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ӗçре сусăрланнисене машина пачӗç

Кун пек парнешӗн те савăнмалла, те йӗмелле ӗнтӗ. Сывлăха каялла тавăрма май пулнă пулсан инвалидсен машинине никам та ыйтмӗччӗ. Çапах та пурнăç чăнлăхӗнчен пăрăнма çук. Производство вăл сывлăхшăн, хăш чухне пурнăçшăн та, хăрушлăх кăларса тăратакан отрасль. Паян Хусанта Социаллă страховани фончӗн регионти уйрăмӗ производствăра аманса сусăрланнă 23 çынна вӗр-çӗнӗ Lada...

Кун пек парнешӗн те савăнмалла, те йӗмелле ӗнтӗ. Сывлăха каялла тавăрма май пулнă пулсан инвалидсен машинине никам та ыйтмӗччӗ. Çапах та пурнăç чăнлăхӗнчен пăрăнма çук. Производство вăл сывлăхшăн, хăш чухне пурнăçшăн та, хăрушлăх кăларса тăратакан отрасль.

Паян Хусанта Социаллă страховани фончӗн регионти уйрăмӗ производствăра аманса сусăрланнă 23 çынна вӗр-çӗнӗ Lada Granta автомобиль парнелерӗ.

«Харпăр автомобиль, çитменнине ятарласа хатӗрлени, пурри инвалидность илнӗ çынсене социума, ӗçе таврăнма е çӗнӗ ăсталăх илме пулăшать, - терӗ социаллă фондăн республикăри уйрăмӗн управляющийӗ Рамиль Гиззатуллин паян вӗсене автомобиль уççисене панă май. Вăл каланă тăрăх, паянхи кун республикăра производствăра аманса сусăрланнисене (автомобиль кирлисене) пурне те машинăпа тивӗçтернӗ. Ятарласа инвалидсем валли кăларнă машинăна кăçал 66 çынна панă. Юлашки 16 çулта Тутарстанри 753 çын илнӗ ăна. Вӗсем 2001 çулта «ОКА», 2009 çултанпа - ВАЗ - 2104, 2105, 2107 маркăллă LADA , 2013 çултанпа вара Lada Granta пулнă.

Производствăра сусăрланнисене ятарлă автомобильпе тивӗçтерес ӗçе çитес çул та малалла тăсӗç. Малашне топливăн тата автомобиле тӗпрен юсас тăкаксен пӗр пайне фонд хăй çине илӗ.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев