Тӗлӗк мар ку – чăн, шкул ачи Президент пулăшуçи
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Хусанти 19-мӗш номерлӗ гимназире вӗренекен Амиль Нуруллиншăн паян Хӗл Мучи вырăнӗнче. Ачана калама çук пысăк парне тунă вăл - пӗр кун хăйӗнпе пӗрле ӗçлеме чӗнсе илнӗ. Амиль маларах республика ертӳçине хула хутлăхне тата тутар чӗлхине вӗрентессине мӗнле аталантармалли çинчен çыру çырса янă пулнă иккен. Президент вара...
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Хусанти 19-мӗш номерлӗ гимназире вӗренекен Амиль Нуруллиншăн паян Хӗл Мучи вырăнӗнче. Ачана калама çук пысăк парне тунă вăл - пӗр кун хăйӗнпе пӗрле ӗçлеме чӗнсе илнӗ. Амиль маларах республика ертӳçине хула хутлăхне тата тутар чӗлхине вӗрентессине мӗнле аталантармалли çинчен çыру çырса янă пулнă иккен. Президент вара çырăва вуласанах Амиле пӗр кун хăйӗнпе пӗрле ӗçлеме чӗннӗ.
Çапла вара Амилӗн паянхи кунӗ тӗлӗкри пекех пуçланнинчен тӗлӗнмелли çук. Куна вăл республика ертӳçипе пӗрле Президент патӗнче эрнесерен ТР Министерствисемпе ведомствисен ертӳçисем хутшăннипе иртекен Президент аппарачӗн ларăвӗнчен пуçланă. Рустам Нургалиевич ларура чиновниксене Амильпе паллаштарса хăйӗн пулăшуçи пулнине пӗлтернӗ.
Кун хыççăнах Амиль Президентпа пӗрле республикăн тепӗр вӗçнех вӗçнӗ. Анат Камăнра «ТАНЕКО» нефть тирпейлекен комплекс стройки мӗнле пынине пăхнă. Кунта дизель топливипе краççына тасатакан установкăн проекчӗпе паллашнă.
Унтан «пулăшуçă» тӳрех Элмет хулине çул тытнă. Кунта вара хулари 3-мӗш больницăна тӗпрен юсанă хыççăн уçма тата «Татнефть» ПАО директорсен канашӗн ларăвне хутшăннă. Кăнтăрла хыççăн та ӗçӗ вӗçленмен-ха унăн, журналистсемпе тӗл пулса вӗсен ыйтăвӗсене хуравлама тивнӗ. (Сăнӳкерчӗк Правительство сайтӗнчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев