News by date 23 May 2022
-
Фарид Мухаметшинăн 75-çуллăхне халалланă кӗнеке кун çути курчӗ
Паян, майăн 23-мӗшӗнче Хусанти ТР Наци библиотекинче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Фарид Мухаметшинăн 75-çуллăхне халалланă «Фарид Мухаметшин. Виражи судьбы» кӗнеке хăтлавӗ иртрӗ.Мероприятие паллă телеертӳçӗ Арина Шараповăпа Г.Камал ячӗллӗ театр ӗçченӗ Рамиль Вазиев ертсе пычӗç. Концерт номерӗсем хушшинче Рустам Минниханов, Минтимер Шаймиев тата ытти паллă çынсем тухса калаçрӗç. РФ Федераллă Пухăвӗн Федераллă Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко тӳрӗ эфира тухса саламларӗ. Пурне те итлемпе кăсăк пулчӗ. «Фарид Хайрулловича 1995 çултанпа пӗлетӗп. Çак хушăра эпир унпа пӗрре те вăрçăнман. Ку ăна та, мана та лайăх енчен хаклать пулӗ», – юлташла ăшшăн шӳтлерӗ Президент. Минтимер Шаймиев Фарид Мухаметшин Элметре 1-мӗш секретарь пулса ӗçлени пирки, вăл ун аталанăвӗшӗн нумай тунине асăнчӗ.
-
Тыр-пул тухӑҫӗ ҫанталӑк условийӗсенчен килет
Ака вӑхӑтӗнче аграрисен ӗҫӗсене ҫумӑрсем чарса тӑраҫҫӗ. Анчах та вырӑссен "Сей в грязь, будешь князь", "Май холодный - год плодородный" каларӑшӗсем кӑҫал пысӑк тухӑҫсем пулмалли ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Ҫапах ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн йӗркисем.
-
Тутарстанӑн Ял-хуҫалӑхпа апат-ҫимӗҫ министерстви ҫӗр улмипе ытти пахча-ҫимӗҫ лаптӑкӗсене ӳстерме пулӑшӗ
Хаксем ӳснине кура кӑҫал республикӑра ял-хуҫалӑх производителӗсене ҫӗр улмипе ытти пахча-ҫимӗҫсене акас лаптӑксене сарма тӗрев парас мерӑсене ӳстереҫҫӗ
-
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӗмпӗрти "Сáрнайпа" "Палнай" фольклор ушкӑнӗсем Тӑхӑрьяла хӑнана килнӗ
Пӑва районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн секретарӗ Анна Никонорова пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мероприяти планра тӑрать
-
Молдавире ир ӗлкӗрекен черешньӑна сутлӑха кӑларнӑ
Ку ҫырлан сезонӗ астрономилле хаксенчен пуҫланать - пӗр килограмшӑн 300 лей. Пирӗн хаксемпе танлаштарсан, ку 978 тенкӗ пулать
-
Хусансем юнри сахӑр шайше тӳлевсӗр тӗрӗслеме пултараҫҫӗ
Профилактика акцине "Сахӑр диабечӗн эрнелӗхӗнче" ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен республикӑн шӗкӗр хулин мэрийӗ пӗлтерет
-
Чӗмпӗрте Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗн палӑкне уҫрӗҫ
Чӗмпӗр чӑвашӗсем пуринчен те малтан Акатуй ирттерчӗҫ. Сӑлтавӗсем те вӗсен ҫук мар - пӗлтӗртенпех уҫма хатӗрленнӗ Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑк хатӗр. Ҫак икӗ пулӑма пӗрлештерчӗҫ те майӑн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗр чӑвашӗсем.