Тутарстанӑн Ял-хуҫалӑхпа апат-ҫимӗҫ министерстви ҫӗр улмипе ытти пахча-ҫимӗҫ лаптӑкӗсене ӳстерме пулӑшӗ
Хаксем ӳснине кура кӑҫал республикӑра ял-хуҫалӑх производителӗсене ҫӗр улмипе ытти пахча-ҫимӗҫсене акас лаптӑксене сарма тӗрев парас мерӑсене ӳстереҫҫӗ
Ҫакӑн ҫинчен ТР ял-хуҫалӑхпа апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Ришат Хабипов пӗлтернӗ.
"2022 ҫул валли эпир ҫӗр улмипе ытти пахча-ҫимӗҫ лаптӑкӗсене агрофирмӑсемпе уйрӑм хуҫалӑхӗсен пахчисенче ӳстерес тесе хушма мерӑсем йышӑнтӑмӑр.
Хӑй вӑхӑтӗнче ялта пурӑнакансем чылайӑшӗ ҫӗр улми анисене чакарчӗҫ", - тенӗ Хабипов.
Вӑл аса илтернӗ тӑрӑх, Тутарстанра пӗчӗк хуҫалӑх формисене аталантарассине ӗлӗкрен пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Уйрӑм кил-ҫурт хуҫалӑхӗсене тӗрев пама республика бюджетӗнчен ҫулсерен 500 млн тенкӗ уйӑраҫҫӗ, ҫав шутра ӗне усракансем валли - 350 миллион.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев