Молдавире ир ӗлкӗрекен черешньӑна сутлӑха кӑларнӑ
Ку ҫырлан сезонӗ астрономилле хаксенчен пуҫланать - пӗр килограмшӑн 300 лей. Пирӗн хаксемпе танлаштарсан, ку 978 тенкӗ пулать
Европӑн ӑшӑ енӗнче пӗрремӗш черешня май вӗсӗнче ӗлкӗрме пуҫлать. Пирӗн чиесем сивве пула ниепле чечеке лараймаҫҫӗ.
Молдавири фермерсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫуркунне сулхӑн ҫанталӑк тӑни, ҫумӑрсем ҫуманни черешня тата ытти ҫырла культурисен тухӑҫӗ ҫине витӗм кӳнӗ. Ҫавӑнпа та, вӗсен сӑмахӗсемпе, кӑҫал черешня ытти ҫулхисенчен сахалрах пулать.
Молдавири хаксем ҫине ҫутапа газ, ытти энергоносительсем ӳсни витӗм кӳрет. Тӗслӗхрен АИ-95 бензин унта пирӗннинчен 2 хут хаклӑрах. Ҫакӑ Совет Союзӗн республики пулнӑ ҫӗршыв Европа политикине пӑхӑнса пынӑран пулса иртет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев