Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗмпӗрте Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗн палӑкне уҫрӗҫ

Чӗмпӗр чӑвашӗсем пуринчен те малтан Акатуй ирттерчӗҫ. Сӑлтавӗсем те вӗсен ҫук мар - пӗлтӗртенпех уҫма хатӗрленнӗ Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑк хатӗр. Ҫак икӗ пулӑма пӗрлештерчӗҫ те майӑн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗр чӑвашӗсем.

Ҫак кун Ульяновск облаҫӗнче Халӑхсен туслӑхӗн кунӗ пулни те уява ҫавӑнӑҫлӑрах турӗ. Ӑнланмалла мар ҫанталӑк кӑна урамри мероприятисене хутшӑнакансен кӑмӑлӗсене кайманни сисӗнчӗ.

Апла пулин те Чӗмпӗрти уявсене Владимир Сваевпа Олег Мустаев пуҫласа янӑ йӑлапа кӗпӗрнаттӑр шайӗнче ирттерчӗҫ. Ҫак кун Чӗмпӗре Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев килсе ҫитни мероприятисене уйрӑм сум хушрӗ. Малтан регионсен ертӳҫисем Виктор Аванмарт скульптор ӑсталанӑ Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑка уҫрӗҫ. Чӑваш шкулӗн картишӗнче вӗсене Ульяновск облаҫӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗн ҫӗнӗ председателӗ Владимир Бабайкин, облаҫри районӗсемпе хуласенчи общество пайташӗсем, Хусантан, Пӑваран, Шупашкартан, Тюменьрен, Пензӑран, Аксуран, Нурлатран, Ҫарӑмсанран килсе ҫитнӗ хӑнасем кӗтсе илчӗҫ. Чӑваш Наци Конгресӗнчен те пысӑк делегаци килсе ҫитни ҫак халӑх укҫине пухса йӗркеленӗ пулӑма чӑвашсем пысӑка хурса хакланине пӗлтерчӗ. Палӑка уҫнӑ хыҫҫӑн регионсен пуҫлӑхӗсем И.Я.Яковлев музей-хваттерӗпе паллашрӗҫ. Музей картишӗнчи ҫӗнӗ палӑк чӑваш вӗрентӗвӗн ҫӑлкуҫне илем кӳрсе тӑра пуҫларӗ. Ун хыҫӗнче виҫ хӑлаҫра икӗ пысӑк чул выртать, вӗсем ҫине авалхи пӑлхар саспаллийӗсене чӗрсе хунӑ. Яковлев музейӗ Сӗве хӗрринче илемлӗ вырӑнта ларать пулин те, хула варринчи ҫын нумай ҫӳрекен вырӑн мар. Ҫуран туризм тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлах мар-тӑр. 

Анчах, сиплӗ ҫӑлкуҫ патне вӑрманти ҫырма ҫатра витӗр тухса та пулин этем ҫитет пурпӗр, мӗншӗн тесен унӑн вӑйне, кирлӗлӗхне шанать. "Мӗн таранччен кирлӗ ку мана?" - тесе ыйту лартать пулӗ кашни чӑваш палӑк патне каймаллипе каймалла марри пирки шутланӑ чухне. 

Чӑваш шкулӗн музейӗ ҫумӗнче ку палӑк питӗ вырӑнлӑ тата кирлӗ, ӑна ЮНЕСКО хӳтлӗхне илмелле музейӗпе пӗрле.

 

 

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев