News by date 24 December 2024
-
Николай Федорович Гаврилова награда илнӗ ятпа саламлатпăр!
Раççей Геройне, генерал-лейтенанта, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председательне Николая Федоровича Гаврилова Раççей тинӗс çар флочӗн медальне тивӗçнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр.
-
Литературăпа музыка каçӗ
Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкра литературăпа музыка каçӗ иртрӗ. Мероприятие «Сăрнай» халăх ансамблӗ (ертӳçи – Раççейӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ В.А.Коваленко) тата Раççей Писательсен тата Журналистсен союзӗсен пайташӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, журналист, прозаик тата Массăллă информаци хатӗрӗсен «Медиа73» патшалăх корпорацийӗн тӗп специалисчӗ Николай Николаевич Ларионов хутшăнчӗç.
-
Пӗлтерӳ системине лайăхлатма палăртнă
Раççей МЧСӗ 2030-мӗш çулччен пӗлтерӳ системине лайӑхлатмалли план туса хатӗрлени çинчен Риа Новостине ведомство пуçлӑхӗ Александр Куренков пӗлтернӗ.
-
2025 çул Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулать
Декабрӗн 20-мӗшӗнче Патшалăх Канашӗн ларăвӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин çитес çул Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулни çинчен пӗлтернӗ.
-
АО «Транснефть - Прикамье» завершило строительство базы флота в Республике Татарстан
АО «Транснефть – Прикамье» завершило строительство базы флота в Казанском районном нефтепроводном управлении. База расположена рядом с населенным пунктом Кирельское Камско-Устьинского района Республики Татарстан.