Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

2025 çул Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулать

Декабрӗн 20-мӗшӗнче Патшалăх Канашӗн ларăвӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин çитес çул Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулни çинчен пӗлтернӗ.

2025 çулта Аслă Çӗнтерӗве 80 çул çитнине халалланă мероприятисем ирттересси çинчен аса илтернӗ Раççей Президенчӗ.

«Çавăнпа хамăрăн паттăрсене – паянхи кун ятарлă çар операцине хутшăнакансене, Тăван çӗршывшăн историн тӗрлӗ тапхăрӗсенче нацизма хирӗç кӗрешекенсен тата аттесемпе асатте-кукаçисен, мăн асатте-кукаçисен паттăрлăхне асра тытса 2025 çула Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ тесе йышăнма сӗнетӗп», – тенӗ Владимир Путин.

2007 çултан çулсерен президент хăйӗн хушăвӗпе çитес çулталăка пӗр темăна халаллать. Малтанласа Раççейре Çемье çулталӑкӗ (2008 çулта)  иртрӗ. 2022-мӗш çулта Раççей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗ, 2023-мӗш çул – Педагог тата вӗрентекен çулталăкӗ, 2024-мӗш çул, 2008-мӗш çул пекех, – Çемье çулталăкӗ пулчӗ.

Каласа хăвармалла, сентябрь уйăхӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов  2025 çул Тутарстанра та  Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ пулнине пӗлтернӗ. 

Сăнӳкерчӗк kremlin.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев