Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Литературăпа музыка каçӗ

Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкра литературăпа музыка каçӗ иртрӗ. Мероприятие «Сăрнай» халăх ансамблӗ (ертӳçи – Раççейӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ В.А.Коваленко) тата Раççей Писательсен тата Журналистсен союзӗсен пайташӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, журналист, прозаик тата Массăллă информаци хатӗрӗсен «Медиа73» патшалăх корпорацийӗн тӗп специалисчӗ Николай Николаевич Ларионов хутшăнчӗç.

Ялти культура çуртӗнче палăртнă вăхăта вăтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенӗсем тата ял çыннисем пухăнчӗç.

Йӗркелӳçӗсем куракансем валли питӗ интереслӗ концерт хатӗрленӗ. Унсӑр пуçне Николай Ларионов залра ларакансене хӑй çырнӑ сӑвӑсемпе савӑнтарчӗ.

Литературӑпа музыка каçӗ ялта пурӑнакансемшӗн чӑваш сӑмахӗпе юррин чӑн-чӑн уявӗ пулса тӑнине каларӗç, йӗркелӳçӗсене тав турӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели