Пӗлтерӳ системине лайăхлатма палăртнă
Раççей МЧСӗ 2030-мӗш çулччен пӗлтерӳ системине лайӑхлатмалли план туса хатӗрлени çинчен Риа Новостине ведомство пуçлӑхӗ Александр Куренков пӗлтернӗ.
Кӑçал март уйӑхӗнче домофонсем халӑха пӗлтерекен системăн пӗр пайӗ пулма пултарнине каланă Александр Куренков. Çывăрнă вăхăтра телевизорсемпе телефонсем ӗçлеменнипе инкек çинчен пӗлтерме ытти меслетсене тупма сӗннӗ вăл.
Курск, Белгород тата Брянск облаçӗсенче домофонсем урлă халӑха чрезвычайлӑ лару-тӑру çинчен пӗлтерни çинчен каланă министр.
«Эпир ку енӗпе активлӑ ӗçлетпӗр. Граждансене пӗлтерекен системăна 2030 çулччен лайӑхлатма тӗрлӗ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ», – пӗлтернӗ Александр Куренков.
«Kandinsky» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев