News by date 25 July 2026
-
Суя документа пула суд сакки çине ларнă
Д. гражданин водитель удостоверенийӗ илес тесе экзамен тытма шутланă. Унӑн çав тери руль умне ларас килнӗ, анчах та экзамен парасси çӑмӑл мар иккен. Пӗрремӗш хутӗнче те, иккӗмӗшӗнче те тытатйман вăл экзамена.
-
СВОри йытă çури хăй валли ят тупрӗ
Аксусем пӗлеççӗ – Балу сăмаха тытакан çын. Шантарнă парнесем çак кунсенче маркетплейс урлă хуçисем патне çитрӗç. Степан Максимов та хăйӗн парнисене – пуля евӗрлӗ медальон, «Степан» тесе çырнă шеврон тата салтак паёкӗ – илчӗ. Передовойӗнчи ентеш-хӳтӗлевçӗрен килнӗ хаклă парнесене июлӗн 17-мӗшӗнче Саврăшпуçӗнче волонтерсем хутшăннипе чыслă лару-тăрура пачӗç ачана. Маскировка сетки çыхакан волонтерсем те кӗске вăхăта ӗç пăрахсах маттур ачапа пӗрле савăнчӗç.
-
Сиктӗрмери Уявра «Хусанкай урамӗ» ян янрарӗ
Июлӗн 11-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче иртнӗ Уявра йӗркеленӗ «Хусанкай урамӗ» фестивалӗн сцени çине чӑваш çыравçисем, вӗрентекенсем, артистсем, пултарулӑх коллективӗсем, шкул ачисем тухрӗç. Çыравçӑсен концерчӗ кӑçал «Эп Раççейре пурӑнатӑп. Я живу в России» ятпа пиллӗкмӗш хут янӑрарӗ. Ӑна Светлана Асамат чӑваш халӑх поэчӗ хатӗрленӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Литература уявне кăçал Сиктӗрмере çуралса ӳснӗ чăваш халăх поэтне Петӗр Хусанкая, çак ялтанах тухнӑ Петр Медиков артист çуралнӑранпа 120 çитнине тата пӗрремӗш чӑваш халӑх поэчӗ Николай Полоруссов-Шелепи çуралнӑранпа 145 çул çитнине халалланӑ.