Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сиктӗрмери Уявра «Хусанкай урамӗ» ян янрарӗ

Июлӗн 11-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче иртнӗ Уявра йӗркеленӗ «Хусанкай урамӗ» фестивалӗн сцени çине чӑваш çыравçисем, вӗрентекенсем, артистсем, пултарулӑх коллективӗсем, шкул ачисем тухрӗç. Çыравçӑсен концерчӗ кӑçал «Эп Раççейре пурӑнатӑп. Я живу в России» ятпа пиллӗкмӗш хут янӑрарӗ. Ӑна Светлана Асамат чӑваш халӑх поэчӗ хатӗрленӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Литература уявне кăçал Сиктӗрмере çуралса ӳснӗ чăваш халăх поэтне Петӗр Хусанкая, çак ялтанах тухнӑ Петр Медиков артист çуралнӑранпа 120 çитнине тата пӗрремӗш чӑваш халӑх поэчӗ Николай Полоруссов-Шелепи çуралнӑранпа 145 çул çитнине халалланӑ.

Сцена çине малтан филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов тухрӗ: «Литература анинче чи сумлă виçӗ çыравçа палăртас пулсан чи малтан, паллах, Константин Иванов, Çеçпӗл Мишши ячӗсене асăнмалла. Виççӗмӗшӗ, ман шутпа, Петӗр Хусанкай. Сиктӗрме ялӗнче çуралса ӳснӗ чăваш ывӑлӗ тӗнче шайӗнчи поэт пулса тӑчӗ. Тӗрлӗ çӗршыври писательсен хайлавӗсене чӑвашла, Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине вырӑсла тӗлӗнсе каймалла илемлӗ куçарнӑ», – терӗ Виталий Григорье­вич. Петӗр Хусанкай  – Çеçпӗл Мишшин силлабо-тоника шкулне малалла тӑсаканӗ тесе палӑртрӗ профессор.

Чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи хӑйӗн сӑввисене вуларӗ. Анатолий Хмыт прозаик Николай Шелепи пурнӑçӗпе пултарулӑхӗ çинче чарӑнса тӑчӗ...

Ольга Тургай çыравçӑ тата радиожурналист çыравçӑсем хӑйсен хайлавӗсене Чӑваш радио эфирӗнче вулани, çак паха материал пӗлтерӗшӗ пирки каласа пачӗ. 

Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн  – тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова çӗнӗ кăларăмсемпе паллаштарчӗ. «Кӑçал Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Шелепин ачасем валли çырнă «Çурхи сасăсем. Весенние голоса» сăвă пуххине чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлесе кӑлартӑмӑр. Тутарстан çӗрӗ çинче çуралса ӳснӗ Лев Коробов ăна вырӑсла куçарнӑ. Светлана Васильевна çак кӗнекене Сиктӗрме шкулӗн ачисене парнелеме кӑмӑл тӳрӗ, Лев Николаевич асӑнмалӑх алă пусса пачӗ»,  – палӑртрӗ Ольга Леонидовна.

Лариса Петрова çамрӑк поэт хӑйӗн сӑввисемпе тата 2025 çулта Крым Республикинче пичетленсе тухнӑ чӑваш çыравçисен «Золотой салют колосьев» антологийӗнчи хӑш-пӗр хайлавӗсемпе паллаштарчӗ. Ульяновскра тухса тӑракан «Канаш» хаçатăн тӗп редакторӗ Елена Мустаева хаçат ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа пачӗ.

Чăваш халӑх артисчӗ, Пушкӑртстан Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Елена Хорькова-Шурту Уява Андрей Хорьков мӑнукӗпе пӗрле çитнӗ. Вӗсем Петӗр Хусанкайӑн «Шелепи» сӑввине вуларӗç, Елена Владмировна пушкӑрт халăх юррине шӑрантарчӗ.

Чӑваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Надежда Кириллова, Чăваш Республикинчи Канаш округӗнчи Пайкилт ялӗнчен килнӗ Людмила Ивановăпа 8-мӗш класра вӗренекен Оля хӗрӗ, Çӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш тата 9-мӗш шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Инна Никифоровăпа Ирина Корнилова, Сиктӗрме шкулӗнче ăс пухакан Ярослав Скрипачевпа Милена Чернова (чăваш чӗлхипе литератури учителӗ – Любовь Яргунина) Петӗр Хусанкай, Николай Шелепи, Александр Алга, Светлана Асамат, Николай Ыдарай, Анатолий Смолин сӑввисене янраттарчӗç. 

Петр Медиков çуралнӑранпа 120 çул çитнине те манмарӗç Уявра. Унӑн пурнӑçӗпе тата пултарулӑхӗпе театр тӗпчевçи, Чӑваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов паллаштарчӗ. «Петр Медиков Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралса ӳснӗ, Хусанти педагогика училищинче вӗреннӗ. Çав вӑхӑтра унта Петр Осипов драма кружокӗ йӗркеленӗ. Актер ăсталӑхне Петр Медиков çав кружокра туптанă. 1927 çулта педагогика училищинчен вӗренсе тухсан вăл Шупашкара куçса кайнă, Чӑваш театрне ӗçе вырнаçнă. Петр Тимофеевич тӳрех тӗп рольсем калăплама пуçланă. Пӗрремӗшӗ – Марфа Трубина драми тӑрӑх лартнӑ «Килет» спектакльти тӗп сӑнар. Унсăр пуçне Петр Осиповӑн «Айтар», Федор Павловӑн «Ялта» постановкисенче тӗп рольсене вылянӑ. Чӑваш театрӗнче вăл вун пилӗк çула яхӑн ӗçленӗ, тӗрлӗ-тӗрлӗ сӑнар калӑп­ланӑ. Унсӑр пуçне «Сарпике» тата «Киремет кати» фильмсенче вылянӑ. Анчах 1942 çулта унӑн шӑпи синкерлӗ татӑлнă. Ун чухне вӑл вăтăр ултă çулта пулнӑ»,  – каласа пачӗ Геннадий Васильевич.

Уявра Мускавран çитнӗ Эльвира Смелова Раççейӗн тӗп хулинче тӗпленнӗ чăвашсен пултарулӑхне тимлӗх уйăрчӗ. Крымра тӗпленнӗ Светлана Данилова унти чӑвашсенчен салам илсе çитерчӗ.

Ульяновскран килнӗ «Хавас» (ертӳçи Николай Салюкин), Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелти «Уяв» (ертӳçи Лина Мишина), Чăваш Республикинчи Муркаш округӗнчи Калайкассинчи А.Николаев ячӗллӗ шкул çумӗнчи «Сывлăмпи» (ертӳçи Надежда Кондукторова), Йӗпреç округӗнчи Пучинкери «Юхӑм» (ертӳçи Нина Михайлова) пултарулăх ушкӑнӗсем чӑваш юрри-ташшипе савӑнтарчӗç.

 

Дарья МОРОЗОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Уяв-2026