Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

СВОри йытă çури хăй валли ят тупрӗ

Аксусем пӗлеççӗ – Балу сăмаха тытакан çын. Шантарнă парнесем çак кунсенче маркетплейс урлă хуçисем патне çитрӗç. Степан Максимов та хăйӗн парнисене – пуля евӗрлӗ медальон, «Степан» тесе çырнă шеврон тата салтак паёкӗ – илчӗ. Передовойӗнчи ентеш-хӳтӗлевçӗрен килнӗ хак­лă парнесене июлӗн 17-мӗшӗнче Саврăшпуçӗнче волонтерсем хутшăннипе чыслă лару-тăрура пачӗç ачана. Маскировка сетки çыхакан волонтерсем те кӗске вăхăта ӗç пăрахсах маттур ачапа пӗрле савăнчӗç.

Аксури «Помощь своим, Аксубаево» волонтерсен ушкăнӗн Максри чатӗ июль уйăхӗн 6-7-мӗшӗсенче кӗрлесе тăчӗ. Вăл аслисемпе ачасене, тылпа фронтри малти линие пӗрлештермеллипех пӗрлештерчӗ çак кунсенче. Сăлтавӗ – передовойӗнче Тăван çӗршыва хӳтӗлекен Балу позывнойлă салтак çак кунсенче ачасен хушшинче йытă çурине ят парассипе çыхăннă конкурс  ирттернинче. 

Ӗçӗ акă еплерех пуçланчӗ. Июлӗн 6-мӗшӗнче асăннă чата ятарлă çар операцийӗнче çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекен Балуран çыру килчӗ. «Пурне те ырă кун пултăр! Пӗчӗк конкурс ирттерес тетӗп. Йытă çӳрине ят памалла. Кӗçех эпӗ ăна киле, Аксăва, ăсатăп. Йытă çурин ячӗ СВОпа çыхăнмалла. Конкурса ачасем кăна хутшăнччăр, хăйсем тӗллӗн ят шутласа тупчăр», – тесе çырнă вăл çырăвӗнче.  

Хӳтӗлевçӗ хăйне килӗшнӗ виçӗ ята палăртассине, унтан пурте пӗрле сасăласа пӗрне суйлассине пӗлтерчӗ. Çӗнтерӳçе парне – салтак паёкӗ тата пӗчӗк сюрприз – парассине пӗлтерчӗ. 

Волонтерсен ушкăнӗнче тăракансен ачисемпе мăнукӗсем хавхалансах йытă çури валли ят шырама пуçларӗç: СВО çинчен çырнă кӗнекесем, хаçат-журнал вуларӗç, ашшӗ-амăшӗсенчен ыйтс­­а пӗлчӗç, паттăрсем çинчен тӗпчерӗç, çар техникипе интересленчӗç, ятарлă çар операцийӗ иртекен вырăнсем пирки вуласа пӗлчӗç... Çапла ят хыççăн ят çуралсах пычӗ. Мӗнли кăна çук тата! Çарпа, командирпа çыхăннисем: Боец, Комбат, Маршал, Штурм, Приказ, Марш, Майор, Громобой, Гром, Дизель, Фугас, Циркон, Кинжал, Калибр, Колибр, Броня, Гильза, Искандер, Вагнер, Радар, Пост, Страж, Кремень, Шах. Тăван енпе çыхăннисем: Акспай, Аксу. Ятарлă çар операцийӗн вырăнӗпе, шухăш-кăмăлӗпе çыхăннисем: Донбасс, Ахмат, Джульбарс, Солдат, Патрон, Талисман, Ангел, Верный, Добряк, Салют, Привет, Бой, Шуля. Техникăпа çыхăннисем: Дрон, Соник, Бинко, Лекс, Майло, Кадир, Рик, Сальвадор, Перс, Цапа. Характерлисем: Балуш, Балун, Док, Маугли, Мавик, Рембо, Барсик, Муха-Мухтар, Кирилл...

Балу ку вариантсене тимлӗ пăхса тухнă. Июлӗн 7-мӗшӗнче вăл хăйне килӗшнӗ виçӗ ята суйланине пӗлтерчӗ. Çав шута Патрон (шанчăклăхпа хастар кăмăл палли), Донбасс (пирӗн салтаксем чун-чӗрипе хӳтӗлекен çӗр) тата Комбат (командир ячӗ, аслисене хисепленин палли) кӗнӗ. Çак виçӗ ятшăн сасăлав пуçланчӗ. 

Палăртнă вăхăтра Балу хăйӗн пӗчӗк тусӗпе çыхăнăва тухрӗ. Хальлӗхе ятсăр йытă çури кӗçех хăйӗн шăпи татăласса сиснӗ пекех хăйне питӗ лăпкăн, тимлӗн тытрӗ. Балу сасăлавра Комбат ят çӗнтерни çинчен, çав ята сӗннӗ ачана шантарнă парнепе чыслассине пӗлтерчӗ. Анчах та парнесем кунпа кăна вӗçленмерӗç-ха. Салтак Патрон тата Донбасс ятсене сӗннӗ ачасене те кучченеçсӗр хăварманни пирки пӗлтерчӗ. Кунсăр пуçне Балу Саврăшпуç ялне асламăшпе аслашшӗ патне каникула килнӗ Степан Максимова та хавхалантармалли парне парасси пирки каларӗ. 

Ача мӗнпе тӗлӗнтернӗ-ха хӳтӗлевçе? Конкурс валли ятарласа ӳкернӗ ӳкерчӗкӗсемпе иккен. Стёпа ӳкернӗ йытă çурисем питӗ килӗшнӗ салтака, вăл арçын ачана питӗ мухтарӗ тăрăшнăшăн. 

Стёпа хăйшӗн кăна мар, тетӗшӗпе шăллӗшӗн те ӳкернине вара сахал кам пӗлет. Йышлă çемье­ре çитӗнекенскер, мӗн пӗчӗк­рен ашшӗ-амăшне, тă­ванӗсене тӗрев пама вӗренсе ӳсет ача. Хальхинче те вăл пӗчӗк шăллӗне пăхакан Емельян тетӗшӗшӗн те ӳкернӗ, Демид шăллӗне те конкурс айккинче хăварасшăн пулман. Пӗрлӗх туйăмӗ акă мӗнле вăл! Маттур, Стёпа!

Аксусем пӗлеççӗ – Балу сăмаха тытакан çын. Шантарнă парнесем çак кунсенче маркетплейс урлă хуçисем патне çитрӗç. Степан Максимов та хăйӗн парнисене – пуля евӗрлӗ медальон, «Степан» тесе çырнă шеврон тата салтак паёкӗ – илчӗ. Передовойӗнчи ентеш-хӳтӗлевçӗрен килнӗ хак­лă парнесене июлӗн 17-мӗшӗнче Саврăшпуçӗнче волонтерсем хутшăннипе чыслă лару-тăрура пачӗç ачана. Маскировка сетки çыхакан волонтерсем те кӗске вăхăта ӗç пăрахсах маттур ачапа пӗрле савăнчӗç. 

Ку истори çакăнпа кăна вӗçленмерӗ-ха. Балу хӗлле отпуска килсен Степан Максимовпа куçа-куçăн тӗл пуласшăн текен хыпар ачана тата та хытăрах савăнтарчӗ. Çакна илтсен Стёпа çухалса каймарӗ, 2-мӗш класра питӗ лайăх вӗренме, хӳтӗлевçӗ умӗнче намăс пулмӗ тесе шантарчӗ. Ачан çак сăмахӗсем аслисен чунне тиврӗç...

Балу ирттернӗ конкурс пирки калас пулсан, ку – вăйă кăна мар. Вăл тылпа фронт хушшинчи çыхăну çирӗппине, ачасем мӗнле патриотсем пулнине, соцсетьсем урлă та пӗр-пӗрне ырă туйăм, кил ăшши парнелеме май пуррине, пурте Çӗнтерӗве чунтан кӗтнине çирӗплетсе пачӗ. 

Комбат ятлă йытă çури вара кӗçех Аксăва килӗ. Чи кирли унăн пур ӗнтӗ – хитре ят тата шанчăклă тусӗсем. Ку конкурса унта хутшăннисем тахçанччен манмӗç-ха. Балу позывнойлă ентешӗмӗре вара чӗререн тав – ырă кăмăлшăн, пӗлтерӗшлӗ конкурсшăн. Хутшăннă ачасене  пурне те мухтав – кашни питӗ маттур.

Татьяна МАКСИМОВА.

Аксу районӗ. 

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО