Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Суя документа пула суд сакки çине ларнă

Д. гражданин водитель удостоверенийӗ илес тесе экзамен тытма шутланă. Унӑн çав тери руль умне ларас килнӗ, анчах та экзамен парасси çӑмӑл мар иккен. Пӗрремӗш хутӗнче те, иккӗмӗшӗнче те тытатйман вăл экзамена.

Шанчӑкне çухатнăскер вăл хӑйӗн историне тусне каласа панă. Тусӗ Д-на водитель прави илме пулăшу сӗннӗ. Паллах тӳлевлӗ майпа. Д. савăнсах йышăннă ун сӗнӗвне. Асăрханулăх пирки мансах вăл тусне кирлӗ документсене тата укçа панă та водитель удостоверенийӗ кӗтме пуçланă. Кӗтнӗ кун часах çитнӗ: тусӗ Д-на хаклă документа – транспортпа çӳреме ирӗк паракан удостоверение – хунă конверт тыттарнă. Тинех вăл руль умне ларма, машинапа çӳреме пултарать.

Анчах нумаях та çӳреймен хайхискер машинапа. Пӗр уйăхран ăна çул çинче ГАИ инспекторӗ документсене тӗрӗслес тесе чарнă. Д. гражданин апла-капла шухăшламасăрах инспектора водитель правине панă. Инспектор вара водитель прави суя пулнине палӑртнă. РФ ШӖМӗн сотрудникӗсем экспертиза ирттернӗ, вӑл документ суя пулнине çирӗплетнӗ. Çак ăнсăртпа çыхăннă уголовнӑй ӗç пуçарнă.

Пӗтӗмлетӳ вырӑнне: суя документпа усӑ курни Д-на суд сакки çине лартнă. Транспорт хатӗрӗпе çӳрес ирӗке ГИБДД уйрăмӗнче çеç, саккун требованийӗсемпе килӗшӳллӗн процедурӑна туса ирттернӗ хыççӑн кӑна илме пулать.

 

Мария ТАРАСОВА,

Нурлат район сучӗн суд ларăвӗн секретарӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: из зала суда