News by date 25 September 2025
-
Расим Баксикова ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ пулма çирӗплетнӗ
Раççей Геройне Расим Баксикова Тутарстан Республикин ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ пулма çирӗплетнӗ. Çавна кура унăн заявленийӗпе ТР Патшалăх Канашӗ ăна депутат полномочийӗсенчен вăхăт çитичченех хăтарнă. Кун пирки Патшалăх Канашӗн VII пухăвӗн паян иртнӗ ларăвӗнче пӗлтернӗ.
-
Вырсарникун Туслăх Çуртӗнче Доминикан Республикин артисчӗсен концерчӗ пулать.
Сентябрӗн 28-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче «Латин Америкин чунӗ» концерт пулать. Ăна Доминикан Республики ирӗклӗх çӗнсе илнин 181-çуллăхне тата асăннă çӗршывпа Раççейӗн дипломати хутшăнăвӗсем 80 çул тултарнине халалланă.
-
Патшалăх Канашӗн депутачӗсен шучӗпе пултаруллă çамрăксене республикăрах хăварма тăрăшмалла
Талантлă ачасемпе çамрăксене тупассипе, аталантарассипе патшалăхăн электронлă информаци ресурсне хута янă. 2015 çултанпа унта чи пӗлтерӗшлӗ конкурссемпе олимпиада çӗнтерӳçисем çинчен информаци пухăнса пырать. Базăра 25 пине яхăн талантлă та пултаруллă ача.
-
2026 çулхи уяв кунӗсем паллă
Раççей Федерацийӗн Правительстви 2026 çулхи канмалли тата уяв кунӗсене çирӗплетнӗ.