News by date 26 June 2018
-
Июнӗн 28-29-мӗшӗсенче республикăра – Хир кунӗ
Раççей тата Тутарстан селекцийӗн кӗрхи тата çурхи культурисене, ял хуçалăх техники, тӗрлӗ оборудовани тата ял хуçалăхӗнчи çӗнӗ технологисене хир формачӗпе кăтартаççӗ.
-
Банк карттисем çине укçа куçарнăшăн налук илеççӗ тени суя
Граждансем банк картти çинчен тепӗр картта çине укçа куçарни е банкри шучӗ, банк картти çине укçа кӗни тупăш пулма пултараймасть, эппин, налог та хурăнмасть.
-
Мăн Канашăн çӗнӗ формат
Кăçал Ханты-Манси автономи округӗнчи чăвашсем 800 пин тенкӗ грант çӗнсе илнӗ. Ульяновск облаçӗнчи чăвашсем 300 пин тенкӗлӗх грантпа 15 Акатуй ирттерме пултарнă.
-
ЧНК ӗçӗ кирлӗ мара тухса пыни те асра-ха
Влаçпа хутшăнусем йӗркелес тӗрлӗрен тапхăр витӗр иртме тиврӗ çак организацин, çав шутра ӗçӗ-хӗлӗ Шупашкарти пуçлăхсемшӗн кирлӗ мара тухса пынă вăхăтсене те.
-
Хастарсене Пуçлăх сехечӗ
Пирӗн чăваш халăхӗн чунӗ яланах уçă пулнă, эпир тӗрӗс-тӗкел, яваплăха туйса ӗçленӗ...
-
Тинех чăвашла
70 процента яхăн чăваш пурăнакан республика халăх йăлисемпе пуян, паян патшалăх политики те наци чӗлхине, культурине тӗрев пама тивӗç...
-
Сахаллăн мар тӗнчере эпир
Паянхи кун Чăваш Республикин тулашӗнче 103 чăваш наципе культура центрӗ ӗçлет. Вӗсем Раççей Федерацийӗн 36 субъектӗнче йӗркеленнӗ тата 6 ют çӗршывра.
-
Ялти талантсем е 87-ре те алăра киçтӗк
Килӗнчи стенасем çинче 30 ытла картина. Вӗсен хушшинче «Явление Христа народу» пысăк картина та пур. Ăна вăл 1971 çулта, шкулта ӗçленӗ вăхăтра ӳкернӗ пулнă.