Мăн Канашăн çӗнӗ формат
Кăçал Ханты-Манси автономи округӗнчи чăвашсем 800 пин тенкӗ грант çӗнсе илнӗ. Ульяновск облаçӗнчи чăвашсем 300 пин тенкӗлӗх грантпа 15 Акатуй ирттерме пултарнă.
ЧР Пуçлăхӗ хăй ӗçӗсемпе кайсан, Мăн Канаш пухăвӗ хальхи вăхăтра модăна кӗрсе пыракан бизнес-форум евӗр иртрӗ. Сцена çинчи шурă çемçе пукансене пуçлăхсем йышăнчӗç. Вӗсен хыçӗнче медиапроектор кăтартать. Сăмах калаканни трибуна умӗнче. Ыйтусене хут çине çырса памалла.
Тюмень облаçӗнчи Ханты-Манси автономи округӗнчи чăвашсен пӗрлешӗвӗн ертӳçин çумне Татьяна Кузьминана сăмах калама питӗ сахал вăхăт пачӗç. Çапах та вăл каланă сăмах нумайăшне тӗлӗнтерчӗ. Кăçал çак округри чăвашсем 800 пин тенкӗ грант çӗнсе илнӗ. Ульяновск облаçӗнчи чăвашсем 300 пин тенкӗлӗх грантпа 15 Акатуй ирттерме пултарнă. Пушкăртстанри Çтерлӗ чăвашӗсем те июлӗн 14-мӗшӗнче республика шайӗнчи пысăк «Уяв» ирттерме хатӗрленеççӗ. Чăваш наци конгресӗ 3 миллион тенкӗлӗх Президент грантне çӗнсе илни çинчен эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ăна еплерех пурнăçа кӗртнине Николай Угаслов каласа пачӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев