Банк карттисем çине укçа куçарнăшăн налук илеççӗ тени суя
Граждансем банк картти çинчен тепӗр картта çине укçа куçарни е банкри шучӗ, банк картти çине укçа кӗни тупăш пулма пултараймасть, эппин, налог та хурăнмасть.
Юлашки вăхăтра банк картти çинчен тепӗр картта çине укçа куçарнине тупăш пек шутласа 2018 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен налог тата штраф тӳлемелле пулать текен хыпар социаллă сетьсенче çиçӗмле хăвăртлăхпа сарăлчӗ. Паллах, бензин хакне ӳстернӗ, Правительство пенси çулне хăпартма сӗннӗ хыççăн ку хыпар халăха самай сисчӗвлентерчӗ. Нивушлӗ халăха çаплах сывлама чараççӗ, текен ыйту кашни çыннах шухăшлаттарчӗ. Телее, ку хыпар суя кăна пулнине Федерацин налог службипе банк представителӗсем çирӗплетнине хыпарлать ТАСС.
«Граждансем банк картти çинчен тепӗр картта çине укçа куçарни е банкри шучӗ, банк картти çине укçа кӗни тупăш пулма пултараймасть, эппин, налог та хурăнмасть. Çавăнпа та банк картти çине укçа куçарнăшăн налог, штраф тӳлеттереççӗ тени тӗрӗс мар. Çитменнине Налог кодексӗн 2014 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнче йышăннă 86-мӗш статйинче 2018 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗмелли нимӗнле улшăнусем те çук», – тенӗ кун пирки Федераллă налог служби.
Çаплах карттăсем çинчи шутсем çине укçа куçарас политика «Сбербанкăн» та улшăнман. « Харпăр тӳлевсем енӗпе патшалăх улшăнусем кӗртесшӗн пулни пирки эпир нимӗн те пӗлместпӗр. Çавăнпа хамăрăн клиентсене лăплантарма васкатăп», – тенӗ «Сбербанк» пуçлăхӗ Герман Греф та хăйӗн пресс-служби урлă. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев