News by date 27 March 2018
-
Мартăн 27-28-мӗшӗсенче – тӗрӗслев
ТР Гражданла оборона ертӳçин, ТР Премьер-министрӗн Алексей Песошинăн 2018 çулхи мартăн 21-мӗшӗнче тухнă хушăвӗпе килӗшӳллӗн, мартăн 27-28-мӗшӗсенче халăха чрезвычайлă лару-тăру, ытти хăрушлăх пулнине е пулассине пӗлтермелли сирена, калаçупа сирена установкисене республикипех тӗрӗслеççӗ.
-
Чăвашла вӗрентмесен çыравçăсем кирлӗ пулӗç-и?
(Алена Селиванова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иртнӗ эрнекун, мартăн 24-мӗшӗнче, Шупашкарти Наци библиотекинче Чăваш Республикинчи профессилле çыравçăсен черетлӗ пухăвӗ иртрӗ. Наци литературин пайне 200 яхăн çын пуçтарăннăччӗ. Тӳресемпе куçа-куçăн Çивӗч ыйтусем нумай пухăннăран тӗлпулăва çырав ӗçне илсе пыракан икӗ тӳрене йыхăрнă писательсем. Вăхăтлăха кăларма чарăннă «Капкăн» тата «ЛИК (литература, искусство, культура)» журналсен...
-
Килсе курăр, ӳкӗнмелле пулмасть
Апрелӗн 7-мӗшӗнче Тольяттири Чăваш наципе культура автономийӗ йӗркеленнӗренпе 25 çул çитнине паллă тăвать. Çак ятпа «Тольятти» Культура керменӗнче уяв концерчӗ пулать. Унта вырăнти мӗнпур чăваш ансамблӗ кăна мар, хăнасем те хăйсен пултарулăхне кăтартӗç. Тольятти чăвашӗсем пурне те хăнана чӗнеççӗ. «Килсе курăр, ӳкӗнмелле пулмасть!» - шантараççӗ вӗсем. Концерт кăнтăрла 12 сехет...
-
Ку тӗнчере кӗтмен
Февралӗн 15-мӗшӗнче Аксу районӗнчи пӗр ялта пулнă хăрушă преступлени ниепле те пуçа шăнăçаймасть. Тăван амăшӗ тин кăна çуралнă ачинчен пӗр шелсӗр хăтăлнă. Пурнăç пурăнса та курман çап-çамрăк хӗр пулсан çынран вăтаннă, ашшӗ-амăшӗнчен хăранă тейӗттӗн. Анчах пӗрре те апла мар-мӗн, хӗрарăм 36-ра, çитменнине тахçанах анне. Следствирен курăннă тăрăх, ку ачипе çие...
-
Юсавсăр-тăк, рейс çинчен манма тивет... яланлăхах
Республикăн Патшалăх автоинспекцийӗ Хусанта автобуссене тӗрӗслеме тытăннине хыпарлать Патшалăх автоинспекцийӗ. Юлашки вăхăтра автобуссем çул-йӗр инкекне тăтăш лекнипе çыхăннă ку. Çулталăк пуçланнăранпа Хусанта пассажир транспорчӗпе çыхăннă 45 авари пулнă, 34 çын суранланнă. Инспекторсем Лаишево енчен Хусана кӗнӗ çӗрте (унчченхи КПП вырăнӗнче) кашни автобусах чарса машинăн техника юсавлăхне кăна мар, водительсем канупа...
-
Пирӗн суту-илӳ центрӗсене те тӗрӗслеççӗ
Иртнӗ вырсарникун Кемеровăри «Зимняя вишня» суту-илӳ центрӗнче пулнă трагеди хыççăн РФ Генеральнăй прокуратури субъектсенчи прокуратурăсене вырăнти суту-илӳ центрӗсене тӗрӗслеме хушнă. Тутарстанра прокуратурăпа МЧС республикăри чи пысăк 50 суту-илӳ центрне тӗрӗслӗç «Суту-илӳ центрӗсене тӗрӗслессипе çыхăннă документсене Республика Прокуратури ярса парасса кӗтетпӗр. Хăш объектсене палăртаççӗ, çавсене тӗрӗслӗпӗр»,- тенӗ РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн...