News by date 28 August 2025
-
СВО ветеранӗсене машина пачӗç
Августăн 27-мӗшӗнче «Защитники Отечества» фондӑн Тутарстанри филиалӗнче ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансене аллӑ вӗççен çӳретмелли автомашинăсем парас церемони иртнӗ. Хальхинче автомашина уççине Лениногорск хулинче пурăнакан Юрий Абаевпа Рыбная Слобода районӗнчен – Инсаф Гатауллина панă.
-
Раççейре кăçал 1,5 миллион ача пĕрремĕш хут партта хушшине ларать
Сентябрь уйăхĕн 1-мӗшӗнче 40 пин шкула 18 миллион ача каять, вӗсенчен 1,5 миллионӗ пĕрремĕш класа каякансем. Çак кун 28 субъектра 43 çĕнĕ шкул хăйӗн алăкӗсене уçать.
-
Пӗлӳ кунӗ умӗн студентсемпе шкул ачисене ултавçăсем шăнкăравлаççӗ
Сентябрӗн 1-мӗшӗ çитсе пынă май ултавçăсем вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсене класс ертӳçисем, завучсем е ытти шкул ӗçченӗсем пек шăнкăравлама пуçланă. «Даннăйсене актуализацилес», е «çӗнӗ электронлă дневникра регистрациленес», е унта кӗмӗ парольсене улăштарас тӗллевпе иккӗленӳллӗ ссылкăсем ярса параççӗ. Шкулăн официаллă порталӗсем пек тунă суя страницăсенче вӗсене логинсем, парольсем, банк картти даннăйӗсем е СМС кодсем кӗртме ыйтаççӗ.
-
Республика тата хула кунне мӗнле паллă тăвӗç?
Тутарстан Республикин Кунӗнче, августăн 30-мӗшӗнче, ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарнă «Курше фест» фестивале, «Лето в Татарстане» проекта тата «Наш двор» республика программине пӗтӗмлетӗç. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева пӗлтернӗ.