Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗлӳ кунӗ умӗн студентсемпе шкул ачисене ултавçăсем шăнкăравлаççӗ

Сентябрӗн 1-мӗшӗ çитсе пынă май ултавçăсем вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсене класс ертӳçисем, завучсем е ытти шкул ӗçченӗсем пек шăнкăравлама пуçланă. «Даннăйсене актуализацилес», е «çӗнӗ электронлă дневникра регистрациленес», е унта кӗмӗ парольсене улăштарас тӗллевпе иккӗленӳллӗ ссылкăсем ярса параççӗ. Шкулăн официаллă порталӗсем пек тунă суя страницăсенче вӗсене логинсем, парольсем, банк картти даннăйӗсем е СМС кодсем кӗртме ыйтаççӗ.

Студентсене те ултавçăсем деканатран, ректоратран е общежити администрацийӗнчен тесе шăнкăравлаççӗ, харпăр даннăйсене çирӗплетме ыйтаççӗ. Ултавçăсем, тӗп информаци – студент ятне, факультетне пӗлни çамрăксене чăнах та вӗренӳ заведенийӗнчен шăнкăравланине ӗнентерет, тимлӗхе çухаттарать. Ултавçăсем час-часах психологи пусăмӗн меслечӗсемпе усă кураççӗ. Вӗсем студентсене кирлӗ информацие тӳрех памасан кăларса ярассипе е стипендисӗр хăварассипе хăратма пултараççӗ. Тепӗр чухне вӗсем общежитишӗн суя парăмсем е васкавлă тӳлевсем пуррине пӗлтереççӗ.

Хăвăра тата çывăх çыннăрсене мӗнле хӳтӗлемелле?

1. Информацие тӗрӗслӗр. Ют çынсенчен шăнкăрав е хыпар килсен хăраса ан ӳкӗр. Телефона хурăр та вӗренӳ заведенийӗн официаллă номерӗпе шăнкăравлăр, ăна унăн сайтӗнче тупма пулать. Класс ертӳçинчен е деканатран ыйтса пӗлӗр, чăнах та вӗсем шăнкăравланă-и?

2. Ссылкăсемпе ан куçăр. Палламан çынсенчен килнӗ ссылкăсемпе ан куçăр. Шкул е университет порталӗн адресне браузерта хăвăр çырăр.

3. СМСпа килекен парольсемпе кодсене никама та ан пӗлтерӗр. Вӗренӳ заведенийӗн администраци представителӗсем сиртен электронлă дневникран парольсем нихăçан та ыйтмаççӗ, уйрăмах банкран килекен кодсене. Ку вăрттăн информаци.

4. Çак темăна ачасемпе сӳтсе явăр. Шкул ачисемпе студентсене çак схемăсем пирки каласа парăр. Телефонпа палламан çын шăнкăравласан тӳрех ашшӗ-амăшне е аслисене пӗлтермеллине ăнлантарăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дети #ОсторожноМошенники