Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

СВО ветеранӗсене машина пачӗç

Августăн 27-мӗшӗнче «Защитники Отечества» фондӑн Тутарстанри филиалӗнче ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансене аллӑ вӗççен çӳретмелли автомашинăсем парас церемони иртнӗ. Хальхинче автомашина уççине Лениногорск хулинче пурăнакан Юрий Абаевпа Рыбная Слобода районӗнчен – Инсаф Гатауллина панă.

СВО ветеранӗсене Тутарстан Республикин Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева тата «Защитники Отечества» фондӑн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Гузель Удачина саламланă. Мероприятие ветерансен çемйисемпе тусӗсем те хутшăннă.

Церемони умӗн çамрăксем автомашинăсене тимлӗн пӑхса тухса вӗсен характеристикисемпе паллашнă. Çӗнӗ SWM автомобильсем вӗсене ирӗклӗрех пулма пулӑшӗç. СВО ветеранӗсем хальлӗхе инвалид коляскисемпе усӑ кураççӗ, анчах çывăх вăхăтра хӑйсем тӗллӗн çӳреме ӗмӗтленеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: меры поддержки Герои СВО #Своихнебросаем Наши герои #ГодЗащитникаОтечества