Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республика тата хула кунне мӗнле паллă тăвӗç?

Тутарстан Республикин Кунӗнче, августăн 30-мӗшӗнче, ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарнă «Курше фест» фестивале, «Лето в Татарстане» проекта тата «Наш двор» республика программине пӗтӗмлетӗç. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева пӗлтернӗ.

«Пӗрремӗш хут эпир пур мероприятие те йăлана кӗнӗ хаклăхсене упраса хăварас тӗллевпе пӗрлехи повесткăпа, пӗрлехи пӗлтерӗшлӗ сăлтавпа пӗрлештертӗмӗр», – палăртнă Лейла Фазлеева.

Республика Кунӗнче проектсем вӗçленмеççӗ, вӗсене сентябрь уйăхӗнче те малалла пурнăçа кӗртеççӗ. ТР вице-премьерӗ çак программăсене пула республика инфраструктуринче пысăк улшăнусем пулса иртнине те каласа хăварчӗ. Сăмахран, «Наш двор» проект шайӗнче картишсене тирпей-илем кӗртни тата парксемпе скверсене çӗнетни культурăпа обществăлла мероприятисем ирттерме çӗнӗ майсем туса парать, çавăн пекех хула хутлăхӗн пахалăхне те ӳстерет.

Республика кунӗ тӗлне Тутарстанра паллă ентешсене ӗмӗрлӗхе асра хăварас тӗллевпе пилӗк асăну вырăнӗ уçӗç. Сăмахран, Хусанта тутар драматургне, çыравçине тата общество ӗçченне Туфан Миннуллина халалласа Толстой урамӗнчи 16а № çурт фасачӗ çине асăну хăми вырнаçтарӗç. Нумай профильлӗ 188-мӗш лицейпе юнашар çар генералӗн Махмут Гареевăн бюстне уçӗç. ТАССР Халăх комиссарӗсен канашӗн председателӗнче 1930-1937 çулсенче ӗçленӗ Кияметдин Абрамовăн асăну хăми Карл Маркс урамӗнчи 54-мӗш çурт фасадне илемлетӗ. Хусанти мотостроени производство пӗрлешӗвӗн генеральнăй директорӗ пулнă Александр Павлова халалланă скульптурăпа архитектура ансамбльне предприяти территорийӗнче вырнаçтарӗç. Уяв тӗлне Тăван çӗршывăн авиаци промышленноçӗн паллă ӗçченӗ Борис Тихомиров ячӗллӗ сквер уçассине те маларах пӗлтернӗччӗ. Унăн территорийӗнче 120 ытла йывăç лартнă, унта Борис Тихомировăн бюстне вырнаçтарӗç.

Унсăр пуçне Çырчаллинче васкавлă медицина пулăшăвӗн больницин территорийӗнче Ренат Акчурин академикăн тата кардиохирургăн бюсчӗ пулӗ.

Çавăн пекех Тутарстанра пурăнакансене паллă ентешсен пурнăçӗпе тата пархатарлă ӗçӗсемпе паллаштарма тата регион историйӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулăмсене сӳтсе явма май паракан литература вулавӗсем, семинарсем тата асăнмалăх ытти мероприятисем иртӗç.

Тутарстан Республикин Кунне халалланă культура мероприятийӗсем çинчен ТР культура министрӗ Ирада Аюпова пӗлтернӗ. Республикăри хуласемпе районсенче фестивальсем, концертсем тата мастер-классем ирттерме палăртнă. Августăн 26-мӗшӗнчен пуçласа 29-мӗшӗччен Хусанти Кивӗ Тутар слободинче «Печэн базары» тутар дизайнӗн фестивалӗ иртӗ. Тăватă кун хушшинче хăнасем дизайн-маркета, мастер-классене, лекцисене, фотозонсене çитсе чей церемонине хутшăнма, кинопоказсем курма тата хальхи тутар музыкин концерчӗсене итлеме пултарӗç.

Августăн 29-мӗшӗнче 19:00 сехетре «Белый пароход» XX ача-пăча музыка фестивалӗ уçăлӗ. Концертра фильмсемпе мультфильмсенчи хайлавсем, классикăлла музыка тата халăх юррисем янăрӗç. Ирада Аюпова Президентăн культура пуçарăвӗсен фончӗпе Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов проекта ырланине те уçăмлатнă.

Августăн 30-мӗшӗнче 18.00 сехетре Хусанти циркпа «Белый пароход» фестивалӗн пӗрлехи проекчӗ «ХОРошее представление» иртӗ. Унта ача-пăча цирк шкулӗнче вӗренекенсем, фестивалӗн пӗрлештернӗ хорӗ тата РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ Александр Покидченко ертсе пыракан инструмент ансамблӗ хутшăнӗç.

Çав кунах Республикăри халăх пултарулăхӗн «Уйнагыз, гармуннар!» фестивалӗ те иртет. Унта Тутарстанран тата Раççейӗн ытти регионӗсенчен килсе çитнӗ пин ытла купăсçăсем хăйсен ăсталăхне кăтартӗç. Вӗсем хыççăн «Наше время – Безнен заман» конкурс финалисчӗсем сцена çине тухӗç.

Августăн 30-мӗшӗнче Хусанта «ДэртФест-2025» пулать, Елабугăра вара «Алабугай: Слияние легенд» этнофестиваль иртет.

Çак кун Хусанта 70 ытла мероприяти иртнине Хула ӗçтăвкомӗн культура управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Эмиль Мустафин пӗлтернӗ. Вӗсем хулари пур районта та иртеççӗ. Сăмахран, августăн 28-мӗшӗнче 20.00 сехетре Хусан мэрийӗн çурчӗн балконӗсем çинче «Голоса Казани» театрализациленӗ перформансра актерсем тутарла тата вырăсла сăвăсем вулӗç.

Августăн 30-мӗшӗнче 11.00 сехетре Çӗр ӗçченӗсен керменӗ умӗнчи тӳремре Пӗтӗм тӗнчери «Два Кремля» мотофестиваль пуçлать. Унта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи мотоциклсене, мотошоу, байкерсен ăмăртăвне курма, мастер-классене тата музыка вăййисене хутшăнма май пулӗ. Фестивальте ялавсемпе, георги хăйӗвӗсемпе илемлетнӗ мотоциклсен шучӗпе Раççей рекордне лартасшăн. Вӗсем Хусан Кремлӗнчен пуçласа Çӗр ӗçченӗсен керменӗ патӗнчи лаптăка колоннăпа çитме палăртнă.

11.00 сехетре «Елмай» ача-пăча паркӗнче «ТауФест» кӗнеке фестивалӗ пуçланать, вăл икӗ куна тăсăлать. Хăнасем Игорь Олейников художник-иллюстраторпа тӗл пулма, мастер-классене хутшăнма, Хусанти  La Primavera камерлă оркестрăн пултарулăхӗпе паллашма пултараççӗ. Çавăн пекех фестивальте «Глаголица» литература премийӗн финалисчӗсене саламлӗç.

12.00 сехетре Кабан кӳлли хӗрринче «Милли кейем» халăх тумӗн фестивалӗ уçăлать. Программăра – чăвашсен Shanu ушкăнӗ, Пушкăрт артисчӗ Айдар Исхаков, тутар артистки Elin, çавăн пекех Tartar пластика спектаклӗ. Унсăр пуçне фестивальте наци япалисене туянма, фуд-кортра тӗрлӗ халăх апат-çимӗçне тутанса пăхма май пулӗ.

14.00 сехетре Кивӗ Тутар слободинче «Казан солгесе» фестиваль пуçланӗ, Хусанти ипподромра лаша спорчӗн ăмăртăвӗпе концерт иртӗ. 16.00 сехетре вара «Казань» Çемье центрӗ умӗнче Тутарстан тата Раççей эстрада артисчӗсем хутшăннипе пысăк концерт пуçланать. Унта Татьяна Буланова та хутшăнать. Уяв мероприятийӗсем 22.00 сехетре салютпа вӗçленеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Казань День Республики Татарстан Татьяна Буланова