News by date 29 November 2017
-
Йышăну пур. Тутарла вӗренетпӗр
ТР Патшалăх Канашӗ шкулта патшалăх тата республикăри халăхсен тăван чӗлхисене вӗрентесси çинчен ыйтăва паян хăйӗн 33-мӗш ларăвне малалла тăсса татса пачӗ. Аса илтеретпӗр, ку ларăва парламентарин Мускавран хурав килмен пирки маларах икӗ хутчен те тăхтава чарма тиврӗ. Акă ӗнтӗ икӗ эрне Тутарстан ертӳçисем, ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, вӗрентекенсем, шкул ачисем...
-
Саламлатпăр!
Нурлат районӗнчи Сосновка ялӗнче пурăнакан Геннадий Дмитриевичпа Светлана Николаевна САМСОНОВСЕМ пӗрлешсе çемье çавăрнăранпа ноябрӗн 26-мӗшӗнче 43 çул çитет. Эпир вӗсене фланель туй ячӗпе ăшшăн саламлатпăр, пӗр-пӗрне юратса тата нумай çул пӗрле пурăнма сунатпăр. Эпир вара, ачăрсем, сире савăнтарсах тăрăпăр. Çулсем иртни ан кӳтӗр тунсăх, Вăй-хал тапса тăрайтăр иксӗлми. Сире савса...
-
Саламлатпăр юбилейсемпе!
Чистай районӗнчи Анат Кăтрата шкулӗнчен 1985 çулта вӗренсе тухнă, халӗ Чăваш Майнинче, Тури Кăтратара тата Анат Кăтратара пурăнакан пӗр класра вӗреннӗ туссем 2017 çулăн юлашки уйăхӗсенчен пуçласа 2018 çул вӗçленичченех 50 çулхи юбилейӗсене паллă тăваççӗ. Ноябрӗн 23-мӗшӗнче пирӗн юратнă кума Татьяна Зиновьевна ФЕДОРОВА тата декабрӗн 11-мӗшӗнче ачасен юратнă хреснашшӗ Николай...
-
Хăйсен хушшинче чăвашла калаçнă пулсан тата...
(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Элмет чăвашӗсем «Чăваш пики» конкурса мӗнле юратни çинчен сăмахпа каласа кăтартма та çук пулӗ! Хăш ял клубӗнче иртсен те - халăх яланах лăк тулли. Аслисем лараççӗ, çамрăксем ура çинче тăраççӗ. Ноябрӗн 25-мӗшӗнче Клемтелӗнче те çапларах ӳкерчӗке куртăмăр. Пурте курасшăн халăхăн чипер хӗрӗсене, вӗсен сассине итлесшӗн, илемне...
-
Саламлатпăр!
Аксу районӗнчи Вырăс Киремет ялӗнче пурăнакан Виктор Егоровичпа Валентина Егоровна СИМАКОВСЕМ мăшăрланнăранпа ноябрӗн 25-мӗшӗнче 60 çул çитет. Хисеплӗ те юратнă аттепе анне! Сире юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр. Сывлăхăр хурçă пек çирӗп, кун-çулăрсем вăрăм та такăр, телейӗр тулли пултăр. Чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр тăван кил ăшшине нумай çул упраса пурăнăр. Пирӗн аттепе...
-
Çӗнӗ кайăк, çӗнӗ çурт
Çитес çул çурт-йӗр илес икӗ е виçӗ ачаллă çемьесемшӗн çӗнӗ ипотека программи ӗçлеме пуçлать. Кун пек çемьесене банксем çурт-йӗр туянма ипотека кредитне 6 процентпа пама тытăнаççӗ. Çаплах тата икӗ е виçӗ ачаллă çемьесен маларах пысăк процентпа илнӗ ипотекин процент ставкине те чакараççӗ, енчен те ипотека кредитне икӗ ачаллисем виç çултан...
-
Амăш капиталне 2021 çул вӗçӗччен параççӗ
Иккӗмӗш е ыталарах ача çуратнăшăн е усрава илнӗшӗн парăнакан Амăш капиталне 2021 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен тăснă. Амăш капиталӗпе усă курас енӗпе те улшăну пур: - Тупăшӗ пурăнмалли минимумран сахал çемье ачи çулталăк çурă тултариччен амăш капиталӗнчен уйăхсерен укçа илме пултарать. - Амăш капиталне ача икӗ уйăх тултарсанах ача сачӗшӗн тӳлеме...
-
Пӗрремӗш ачашăн уйăхсерен 10500 тенкӗ
РФ Президенчӗ В.Путин ноябрӗн 28-мӗшӗнче Кремльте иртнӗ Ачасен енӗпе наци стратегийӗн ӗçӗсен Координаци канашӗн ларăвӗнче ачаллă çемьесене 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен социаллă пулăшу парассине пӗлтернӗ. Çапла вара В.Путин Çӗнӗ çултан ачаллă çемьесене 6 социаллă пулăшу пама сӗннӗ. 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен çамрăк çемьесене пӗрремӗш ачи çулталăк çурă тултариччен пособи параççӗ....
-
Мӗнрен хăрать Раççей çынни?
Левада-центр ирттернӗ ыйтăм пӗтӗмлетӗвӗсенчен курăннă тăрăх, Раççей çынни пуринчен ытла çывăх çыннисемпе ачисем чирлесрен хăрать. Ыйтăма хутшăннисенчен кун пеккисем 47 процент иккен, тесе пӗлтерет РИА-Новости. Социологи тӗпчевӗсем вара ку критери (çывăх çыннисем чирлесрен хăрани) «антирейтингăн» списокӗнче 30 çул ӗнтӗ пӗрремӗш вырăнта тăнине кăтартать.1989 çулхи ыйтăма хутшăннисенчен, тӗслӗхрен, 61 проценчӗ çывăх...