Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Йышăну пур. Тутарла вӗренетпӗр

ТР Патшалăх Канашӗ шкулта патшалăх тата республикăри халăхсен тăван чӗлхисене вӗрентесси çинчен ыйтăва паян хăйӗн 33-мӗш ларăвне малалла тăсса татса пачӗ. Аса илтеретпӗр, ку ларăва парламентарин Мускавран хурав килмен пирки маларах икӗ хутчен те тăхтава чарма тиврӗ. Акă ӗнтӗ икӗ эрне Тутарстан ертӳçисем, ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, вӗрентекенсем, шкул ачисем...

ТР Патшалăх Канашӗ шкулта патшалăх тата республикăри халăхсен тăван чӗлхисене вӗрентесси çинчен ыйтăва паян хăйӗн 33-мӗш ларăвне малалла тăсса татса пачӗ. Аса илтеретпӗр, ку ларăва парламентарин Мускавран хурав килмен пирки маларах икӗ хутчен те тăхтава чарма тиврӗ. Акă ӗнтӗ икӗ эрне Тутарстан ертӳçисем, ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, вӗрентекенсем, шкул ачисем РФ Вӗрентӳпе наука министрӗн Ольга Васильеван ответлă çырăвне кӗтрӗç.

Ларура ТР прокурорӗ Илдус Нафиков та кӗске докладпа тухса калаçрӗ. Юлашки темиçе уйăх прокуратура республика шкулӗсене «Вӗрентӳ çинчен» федераллă закон мӗнле пурнăçланнине тӗрӗслерӗ.

- Прокуратура Рособрнадзорпа пӗрле 1412 шкула тӗрӗслерӗ. Çак вăхăтра закона пăснă 3856 тӗслӗхе тупса палăртрăмăр. Республикăри 24 шкулта кăна закона пăсни палăрмарӗ. Çак вăхăтра прокуратурăна 1716 çăхав килчӗ. Ведомство янă предписанисене пӗр шкулсăр пуçне ыттисем пурте пурнăçланă», - терӗ вăл.

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Ф.Мухаметшин ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн ыйтăвне федераллă министерство хуравланине пӗлтерчӗ.

- Ноябрӗн 28-мӗшӗнче Ольга Васильева наци чӗлхине законпа патшалăх чӗлхи тесе çирӗплетнӗ РФ субъекчӗсем валли вӗрентӳ планӗсем ярса пачӗ. Палăртса хăвармалла, федераллă министерствăри ӗçтешсемпе пӗр чӗлхе тупас тӗлӗшпе нумай ӗç турăмăр, пӗр-пӗрне ăнлантăмăр. Консультацисен пӗтӗмлетӗвӗ - тутар чӗлхине республикăри шкулсенче вӗрентӳ планӗпе килӗшӳллӗн вӗрентеççӗ, - терӗ кун пирки.

ТР Вӗрентӳпе наука министерствин тутар чӗлхине пырса тивекен ӗç программисене улшăнусем кӗртес, вӗрентӳ литературине, методика докуменчӗсене, вӗрентекенсен ăсталăхне ӳстерессипе нумай ӗçлеме тивет-ха.

Фарид Мухаметшин сăмахӗсемпе, ТР Патшалăх Канашӗн вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсемпе ӗçлекен комитечӗ Разил Валеев депутатпа пӗрле ку ыйтăва тимлӗхре тытать, вăхăтран вăхăта сӳтсе явасси патне таврăнать. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев