Пӗрремӗш ачашăн уйăхсерен 10500 тенкӗ
РФ Президенчӗ В.Путин ноябрӗн 28-мӗшӗнче Кремльте иртнӗ Ачасен енӗпе наци стратегийӗн ӗçӗсен Координаци канашӗн ларăвӗнче ачаллă çемьесене 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен социаллă пулăшу парассине пӗлтернӗ. Çапла вара В.Путин Çӗнӗ çултан ачаллă çемьесене 6 социаллă пулăшу пама сӗннӗ. 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен çамрăк çемьесене пӗрремӗш ачи çулталăк çурă тултариччен пособи параççӗ....
РФ Президенчӗ В.Путин ноябрӗн 28-мӗшӗнче Кремльте иртнӗ Ачасен енӗпе наци стратегийӗн ӗçӗсен Координаци канашӗн ларăвӗнче ачаллă çемьесене 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен социаллă пулăшу парассине пӗлтернӗ. Çапла вара В.Путин Çӗнӗ çултан ачаллă çемьесене 6 социаллă пулăшу пама сӗннӗ.
2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен çамрăк çемьесене пӗрремӗш ачи çулталăк çурă тултариччен пособи параççӗ. Ăна пӗр ачана тивекен пурăнмалли минимумран шутлаççӗ. Аса илтеретпӗр, ку кашни регионта тӗрлӗрен. Çавăнпа пособи вăтамран 10500 тенкӗ пулать. В.Путин каланă тăрăх, 2020 çул тӗлне 11 143 тенкӗпе танлашать. Анчах пособие сахал тупăшлă çемьесене кăна параççӗ. ( К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев