News by date 29 December 2024
-
Улталаса укçа илнӗ
Тутарстанра арăмӗпе упăшки çитес вăхăтра суд сакки çине ларӗç. 2019 çулта хресченпе фермер хуçалăхне аталантарма 2,9 миллион тенкӗ ытла грант илме ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствине документсем тăратнă вӗсем.
-
Эрех-сăра сывлăхшăн сиенлӗ пулни çинчен манмалла мар
Çӗнӗ çул уявӗсем вăхăтӗнче эрех-сăра ӗçни сывлăхшăн сиенлӗ пулнине ТР Сывлăх сыхлав министерствин тӗп психиатр-наркологӗ Резеда Хаева каласа пачӗ.
-
«Шурçамка» халӗ тутарла та
Хусан чăвашӗсен пуçарăвӗпе Юхма Мишшин «Шурçамка» повеçне кăçал тутарла куçарнă. Нумай пулмасть Хусанти типографисенчен пӗринче пичетленсе тухнă «Шурсямга, яшь бүре» кӗнекене декабрӗн 20-мӗшӗнче Хусанти Наци библиотекинче хăтларӗç. Презентацие Михаил Николаевич хăй те килнӗччӗ.