Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Эрех-сăра сывлăхшăн сиенлӗ пулни çинчен манмалла мар

Çӗнӗ çул уявӗсем вăхăтӗнче эрех-сăра ӗçни сывлăхшăн сиенлӗ пулнине ТР Сывлăх сыхлав министерствин тӗп психиатр-наркологӗ Резеда Хаева каласа пачӗ.

Врач каланӑ тӑрӑх, чи малтан пӗвер аптрать, вар-хырăм пăсăлать, ҫавӑн пекех чӗре чирӗсем те палăраççӗ. Эрех-сăра шала кайнă чирсене те вăратать. Алкоголь ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен кӑна мар, психика сывлӑхне те сиен кӳрет. 
Тутарстанри тӗп нарколог алкоголӗн хӑрушсӑрлӑх дози ҫуккине те каласа хăварчӗ. Ытлашши ӗçсен наркăмăшланма пултарнине манмалла мар. Çавăнпа вӑл уявсене эрех-сăрасăр ирттерме сӗнет, савăнăçа унсăр та йӗркелеме пулать тет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье