Улталаса укçа илнӗ
Тутарстанра арăмӗпе упăшки çитес вăхăтра суд сакки çине ларӗç. 2019 çулта хресченпе фермер хуçалăхне аталантарма 2,9 миллион тенкӗ ытла грант илме ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствине документсем тăратнă вӗсем.
Çак укçапа 30 вырăнлă ферма çурчӗ лартмалла, çулталăкне 137,5 тоннăран кая мар сӗт сумалла пулнă. Фермер ӗневыльăх туянма вырăнти предпринимательпе чăнах та калаçса татăлнă-ха. Районти ял хуçалăх управленийӗ куншăн укçа куçарсан шухăша улăштарса укçана каялла тавăрса пама ыйтнă. Малалла грант укçине хăйсене кирлӗ пек усă курнă. Патшалăх органӗсене вара ферма ăнăçлах ӗçлет тесе 2024 çулчченех суя документсем парса тăнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев