Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Шурçамка» халӗ тутарла та

Хусан чăвашӗсен пуçарăвӗпе Юхма Мишшин «Шурçамка» повеçне кăçал тутарла куçарнă. Нумай пулмасть Хусанти типографисенчен пӗринче пичетленсе тухнă «Шурсямга, яшь бүре» кӗнекене декабрӗн 20-мӗшӗнче Хусанти Наци библиотекинче хăтларӗç. Презентацие Михаил Николаевич хăй те килнӗччӗ.

Чăваш халăх çыравçин Юхма Мишшин произведенийӗсене тӗнчери 120 ытла чӗлхене куçарнă. Вӗсенчен чи палли «Шурçамка» повесть. Автор ăна 1979 çулта çырнă. Çынсен хушшинче ӳсекен шур çамкаллă тискер чӗрчун çын пекех шухăшлани, çухатупа çын тискерлӗхне тӳссен те этеме шанма пăрахманни вулакана тыткăнлать. Тен, çавăнпах пуль пичетленсе тухсанах «Спутник» халăхсен хушшинчи журналта ăна вырăсла, акăлчанла, нимӗçле, французла, испанла, венгрла тата чехла куçарса пичетленӗ (1980 çулсем). Паянхи кун ку произведение тӗнчери 64 чӗлхепе вулама пулать. Халӗ акă тутарла та. Ăна «Казан утлары» журналăн тӗп редакторӗ Рустем Галиуллин куçарнă. «Шурсямга, яшь бүре» кӗнекене тутарсем ырласа йышăнни сисӗнчӗ. Презентацие килнӗ Наци библиотекин директорӗнчен Мадина Тимерзяновăран пуçласа паллă тутар писателӗсем таранах палăртрӗç çакна. 

«Эсир вилӗмсӗр кӗнеке çырнă», – куçарупа паллашма ӗлкӗрнӗ Мадина Фатыховна мухтарӗ автора. Сăмах май, паллă кăркăс çыравçи Чингиз Айтматов (Михаил Николаевичпа туссем пулнă вӗсем) хăй шăпах «Шурçамкана» вуланă хыççăн хăйӗн произведенийӗсенчи кашкăр сăнарӗ çуралнине пӗрре мар асăннă. 

– Произведенире тӗп герой Шурçамка ятлă кашкăр. Тӗрӗк халăхӗсемшӗн кашкăр тотем чӗрчунӗ. Автор ăна çын, ман шутпа чăвашсем пекех, кăтартнă. Шурçамка маншăн çывăх тус, шăллăм пекех те. Апла-тăк, тутар литератури тепӗр классикăн произведенийӗпе пуянланчӗ. Шантарсах калатăп, ăна пирӗн çамрăк çыравçă, драматург, куçаруçă Рустем Галиуллин питӗ ăста куçарнă», – терӗ ТР Писательсен союзӗн пайташӗ Газинур Мурат поэт. 

ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Константин Малышев çыравçăсем тата ыттисем вилӗмсӗр «Шурçамка» произведени халăхсем хушшинче çапла сарăлни авторăн пултарулăх шайӗ капашсăр пысăккине кăтартнине палăртрӗç. Чăваш писателӗшӗн Евгений Турханшăн вара Михаил Николаевич вӗрентекен те иккен. Çыравçă унăн произведенийӗсене вуласа çитӗннӗ.

Михаил Николаевичăн çулӗсем сахал мар пулсан та произведенийӗн черетлӗ куçарăвӗн презентацине килмесӗр юлман. Вулакан авторпа çапла куçа- куçăн тӗл пулни темрен те хаклă. Паллă ӗнтӗ, çыравçă çӗнӗ кӗнекисене те илсе килнӗччӗ. «Шурçамка» повеçе «Спутник» журнал харăсах Европăри 7 чӗлхе çине куçарма мӗнле ыйтнине, Геннадий Волков академик Германире нимӗçле куçарăвне илтсе хавхаланнине тата ыттине кăмăллăн аса илчӗ Юхма Мишши.

Повеçе тутарла куçарнă Рустем Галиуллин çыравçа кăна мар, куçарăва пуçаракан Хусан чăвашӗсене, çав шутра ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумне Константин Малышева, «Татар-информ» ӗçченне Наиль Селиванова, Степан Сильвестров предпринимателе тав тунă май Юхма Мишши ячӗллӗ Чăваш культура центрӗн Тав çырăвӗпе чысларӗ. Çакăн пек мероприяти ирттерсе хăй ӗçне хакланăшăн йӗркелӳçӗсене пурне те ăшшăн тав турӗ. Елена Макарова юрăç вара яланхилле çепӗççӗн чăваш халăх юррине юрласа презентацие тата илемлӗрех турӗ.

Сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа кӗрсе пăхма пулать. 

Ирина КУЗЬМИНА.

В.Александрова

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели чуваши России